07 мая 2010 г.
Вăрçă хирĕнче çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă ĕмĕр сÿнми кăвайт умĕнче яланах чĕрĕ чечексем. Кам хурать-ши вĕсене; Чечексене çынсем килсе хураççĕ. Шаннă чечексем вырăнне чĕрĕ чечексем хураççĕ те çапла калаççĕ: «Эпир сире нихăçан та манмастпăр, паттăрсем».
Раççей халăхĕ çулсерен майăн 9-мĕшĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернине паллă тăвать. Уяв кунĕнче вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Тăван Çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечек çыххисем хураççĕ. Çиçтĕпе ялĕнчен вăрçă хирне 172 çын тухса кайнă, 132 паттăр каялла таврăнайман. Манăн çапăçу хирĕнче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн çапăçса сывă юлнă фронтовик çинчен çырас килет. Вăл - Николай Михайлович Михайлов. 1925 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Малтан тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта пĕлÿ пухать, Чăршçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула пĕтернĕ хыççăн Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухать. Часах çамрăк качча салтака илсе каяççĕ.
Вăрçă! Николай Михайлович Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлет. 1945-мĕш çул, Çĕнтерÿ кунĕ. Вăрçăра çапăçса сывă юлнă яшсемпе хĕрсем килĕсене, тăван çĕршыва васканă. Николай Михайловичăн вара çулĕ килелле мар, çĕнĕрен тухнă вăрçă хирне - Хĕвелтухăç еннелле пулнă. Кунта Япони вăрçи пуçланнă. Унта вăл хурал фрегачĕ çине лекет, радист пулса тăрăшать. Кирлĕ пĕлтерÿсене вăхăтра илсе пĕлтерсе тăнă, çар тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн аслă матроса тĕрлĕрен медальсем парса чысланă. Халĕ вăрçă паттăрĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ачисене, мăнукĕсене пулăшать. Эпир ветерансене манмастпăр. Уроксем хыççăн вĕсене пулăшма çÿретпĕр. Тĕнчере яланах тăнăç пурнăç пултăр тесен, пирĕн мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмелле, пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла. Вăрçă чарăннăранпа 65 çулхи юбилее çеç мар, 70 çулхи юбилее те курмалла пултăр сирĕн. Ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр Сире.
Кавал шкулĕ.