07 мая 2010 г.
Çапла калатчĕç вăрçă çулĕсенче лашапа лава-шыва çÿрекен пултаруллă та, чăтăмлă, хастар та паттăр Аслă Чакăн хĕрарăмĕсене.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсессĕн «вăрçă» сăмах çĕршыв тăрăх çиçĕм пек сарăлчĕ. Çĕршыври пĕтĕм вăйпитти арçынсемпе пĕрлех Аслăчаксем те пĕрин хыççăн тепри арăмĕсемпе, ачи-пăчисемпе, хурăнташĕсемпе, ял-йышпа, çемье çавăрма ĕлкĕреймен каччăсем юратнă тусĕсемпе сывпуллашса тăшманпа çапăçма туха-туха кайрĕç. Кашни кун салтака каякансен хурлăхлă та чуна çÿçентерекен салтак юрри, çынсем йĕни хăлхаран каймастчĕ. Колхозри ĕçсем хĕрарăмсем, шкул ачисемпе ватăсем çине тиенчĕ. Мĕнле кăна ĕç пурнăçламалла пулман-ши ялти хĕрарăмăн: ирхине ĕне сумалла, выльăх-чĕрлĕхне шăварса кĕтÿне кăларса ямалла, ачи-пăчи валли апат хатĕрлемелле, вĕсене вĕçлесен хĕрарăм-лавçăсем яланхи пекех колхозăн конюх пÿртне пухăннă. Бригадирсем мĕнле ĕçе, ăçта, миçе лав каймаллине палăртатчĕç. Кашни лавçăнах çирĕплетсе панă лашасем пулнă.
Çурхи ĕçсем пуçлансан хĕрарăмсем пар лаша кÿлсе суха тунă, арçын ачасем, «шĕвĕрккесем», сÿрере тăрмашнă, хăшĕсем пуракпа тырă акнă, акнă çĕре вăрлăх турттарнă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Çурхи ĕçсем вĕçленсен патшалăх заданипе çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçламалла пулнă. Ку ĕçе пурнăçлама ятарлă бригада уйăрнă. Унăн бригадирĕ пулма çамрăк хĕрачана Мария Викторована уйăрса лартрĕç. Вăрман касса хатĕрлессине, ăна турттарса тухассине каллех хĕрарăмсен пурнăçламалла пулнă. Уйрăмăнах окопсем чавнă вăхăтра ДОТ е ДЗОТ тунă çĕрте йывăр пĕренесем нумай кирлĕ пулнă. Вĕсене Энĕшпуç вăрманĕнче хатĕрлесе кирлĕ вырăна турттарса тухнă. Çурхи ĕççи пуçлансан çул-йĕр строительстви чарăнса ларман, патшалăхăн заданине пурнăçламаллах пулнă. Унсăрăн юраман. Тырă вырнă вăхăтра ватти-вĕтти тырă пуссинче тырă вырнă. Йĕтемсем çинче те ĕç вĕресе тăнă. Юрать-ха Аслăчаксен локомобиль ятлă двигатель пулнă, вăл пулăшнипе авăн çапнă. Ăна Çырмари Ваççа (Василий Егорович) ĕçлеттернĕ.
Тырă пухăнса çитсен, çĕнĕ тырра фронт валли элеватора турттарма пуçланă. Кашни кун хĕрарăм-лавçăсем 18-20 лавпа тĕве караванĕ евĕр Вăрмара çула тухатчĕç. Çухрăма яхăн тăсăлатчĕ лавсен караванĕ. Мĕн чухлĕ лав тухса каятчĕ Аслă Чак ялĕ витĕр: Урнар, Саруй, Çĕнĕ Туçа, Малти Ăнтавăш (Канаш районĕ), Карăкçырма, Хуруй, Атайкасси ялĕсенчи лавсем. Лавсен хуçисем те чылайăшĕ - хĕрарăмсем. Çак вăхăтра çуралнă та ĕнтĕ «женский батальон». Хисеплесе те шÿтлесе тенĕ евĕр чăнлăха тухса чылая пычĕ Аслăчаксен «женский батальонĕ». Вăрçă çулĕсенче лашасене те вăрçă хирне, çар чаçĕсене илсе кайнă, колхозсенче туртăм вăйĕ сахалланса пынă. Мĕн тăвас тен, тем пек йывăр пулсан та çукран пур тумалла пулнă, вăрçа тухса кайнă лашасем вырăнне ферма вăкăрĕсене кÿлсе вĕрентсе вĕсемпе ĕçре усă курма пуçланă. Колхозсене районтан ĕне-выльăх, сысна, сурăх шучĕсене чакарма хушман, вĕсене усрама витесем кирлĕ пулнă. Каллех çукран пур тумалла. Тĕмер таврашĕнчи вăрмансенчен 3,5-4 метрлă пĕренесене «тăватулкки» урапасемпе турттарнă. Асаплăччĕ Тĕмер çулĕ. Элпуç тăвайккинче мĕн чухлĕ асапланатчĕç лашасем, вăрăм та чăнкă тăвайкки пулнă çке-ха вăл. Энĕшпуç çырминчен пуçласа Пĕчĕк Енккасси çĕр чиккине çитиччен Кучан тăвайккинчен темиçе хут кана-кана лавсене улăхтармаллаччĕ. Киле икĕ талăкран кăна каялла таврăнма лекетчĕ. Варасăрпа Криуши таврашĕнчи пристаньрен вăрăм пĕренесене ятарлă «хресла» урапасемпе 30-40 çухрăма турттарнă. Лашасем ывăнсан, Куснарпа Кинчер улăхĕсенче вĕсене тăварсах çитернĕ, кăштах кансан - каллех çула, килелле.
Хĕллехи вăхăтра 3-4 уйăхлăха Йĕпреç вăрманĕсенчен чукун çул станцине вутă турттармалла. Унта ĕçлеме килсенче шанчăк пуррисене янă. Вуттине шурлăхлă вырăнсенче çуллахи, кĕркуннехи вăхăтсенче вăрман касакан бригадăсем касса штабельсем туса хунă. Шăнтсан, хĕлле юр ÿксен, тин вăрмана кĕме май килнĕ. Юр тарăн çĕрте тĕп çултан штабель патне лашасемпе кĕрт аштарса кĕни çинчен каласа паратчĕ лава-шыва çÿрекен Кĕтерне аппа, Семен Борисович арăмĕ. Малтан штабель çывăхне пушăлла çунапа икĕ-виçĕ хут йĕр туса тухаттăмăр, малтанхи лавне çуршар лав тиесе тĕп çул çине илсе тухаттăмăр, икĕ çур лавпа пĕр лав пулатчĕ. Çапла майĕпен, майĕпен вăрман ăшнелле кĕрсе штабельтен штабель патне йĕр туса вăрман турттарнă. Канмалли кунсем пулман, лашасем валли утă, сĕлĕ, хамăр валли апат-çимĕçе ялтан - колхозран - киле-киле паратчĕç. Киле шыв-шур тапранас умĕн таврăннă май çул çинче виçĕ талăк та иртсе каятчĕ... Çапах та çĕршывпа пĕрлех Аслăчаксем те колхозри ĕçсене вăхăтра тăрăшса ĕçлесе пырса чăнласах çĕнтерĕве туптатнă, хăйсен хастар ĕçĕпе, фронтри салтаксене хавхалантарса тăшмана çапса аркатса çĕнтерÿ тума пулăшнă.
Вăрçă çулĕсенче йывăрлăхсене парăнтарса хастар ĕçленĕшĕн 97 çынна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă, вăл шутран 76 хĕрарăмпа хĕрупраç çак хисепе тивĕçнĕ пулнă. Уйрăмăнах Аслă Чакăн чăтăмлă пикисемпе хĕрарăмĕсем маттур пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсем те пĕрре те çăмăл пулман. Ĕçчен ял çынни вăл çулсенче те вăрçă вăхăтĕнчи пекех ĕçленĕ, юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă.