04 мая 2010 г.
Çак сăн ÿкерчĕке Аслă Чакри 7 çул вĕренмелли тулли мар шкулăн 6 б класра вĕренекенсем, вĕсене вĕрентекенсемпе пĕрле, вĕренÿ çулĕ вĕçленес умĕн 1941 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче ÿкерттернĕ. Ун чухне вăрçă тухасси çинчен никам та шухăшламан та, тĕлленмен те.
Сăн ÿкерчĕке куракансем, вĕсене пĕлекенсем, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕн ачисем палласа, аса илĕç, вĕсемпе мăнаçланччăр тесе ятранах паллаштарас терĕм.
Сулахайран сылтăмалла: 1-мĕш ретре - урайĕнче лараççĕ: И.Михайлов (Аслă Чак), Н.Павловский (Пĕчĕк Енккасси), М.Петров (Кĕçĕн Чак), П.Анисимов, М.Павлов (Пĕчĕк Енккасси); 2-мĕш ретре: Р.Павловская (Пĕчĕк Енккасси), Л.Никифоров (географипе истори учителĕ), Х.Вольский (шкул директорĕ), В.Новосельцева (вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ), Н.Никифоров (физкультура учителĕ), П.Порфирьев, Г.Андреев (иккĕшĕ те Пĕчĕк Енккассисем); 3-мĕш ретре: Т.Николаева, Л.Сродникова, З.Кузнецова, Р.Михайлова (пурте Пĕчĕк Енккассинчен), А.Артемьева (Аслă Чакран), Е.Никитина (биологи учителĕ), Л.Андреева (Аслă Чак), А.Герасимова (Пĕчĕк Енккасси), И.Никифоров (Çĕнĕ Мăнтăр); 4-мĕш хыçалти ретре: Г.Петрова, Р.Прохорова, Ю.Егорова, Е.Петрова, В.Етрухина (пурте Пĕчĕк Енккассинчен), Е.Егорова, А.Федорова (Аслă Чакран), Г.Етрухин, А.Иванов, В.Дмитриев (Пĕчĕк Енккассинчен).
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен çарĕ пирĕн тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсенех ялсенчи мĕн пур вăй-питти арçынсене пĕрин хыççăн теприне вăрçă хирне нимĕç çарĕн салтакĕсене хирĕç юнлă çапăçăва илсе кайма пуçларĕç. Вĕсен хушшинче 18-23 çулхи çамрăксем те пулнă. Пĕтĕм ял хуçалăх ĕçĕ хĕрарăмсемпе, ватă стариксем тата шкул ачисем çине тиенчĕ.
Вăрçă çулĕсенче тĕреклĕ лашасене те çар ĕçĕсем тума военкомат заданийĕпе çар чаçĕсене илсе кайнă. Вĕсене «фронтовăй» лашасем тенĕ. Ялта халăх пурте пĕр çын пек пулса колхоз ĕçĕсене вăхăтра тума тăрăшнă. 1941-1942 çулсенчи шартлама сивĕре 35-400 пулнă чухне те окопсем чавма тивнĕ. Тырă-пулă акса, пăхса çитĕнтерсе, пуçтарса кĕрсе, выльăх-чĕрлĕх усранипе пĕрлех, колхозсен патшалăх заданипе килĕшÿллĕн коксагыз çитĕнтерсе патшалăха памалла пулнă. Вăл çар завочĕсенче тĕрлĕ резина изделийĕсем валли чĕр тавар шутланнă. Ку ĕçе пурнăçлама кашни килех йăрансем уйăрса панă. Çурхи ĕçсене вĕçлесен колхоз ĕçченĕсен çул-йĕр строительстви ĕçне хутшăнмалла пулнă. Пирĕн «Ударник» колхозăн Аслă Чакри Карл Маркс ячĕпе хисепленекен колхозпа пĕрле Энтри Пасарпа Аялти Кинчер çывăхĕнче çул участокне тăпра купаласа, хăйăр, чул сарса шоссе тумалли задани пулнă. Вăл çула «военная дорога» тетчĕç. Çул-йĕр ĕçне каникул вăхăтĕнче Пысăк Енккасси шкулĕнче 8-10 классенче вĕренекенсем те хутшăннă. Кĕçĕн Чак патĕнчи сăртран окоп чавнă чухне тухакан чулсене лашасемпе Кинчер патĕнчи çул участокне турттарнă. Çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама колхозри кашни вăйпитти çыннăн 6 ĕç кунĕ чухлĕ ĕç тумалли çирĕп задани пулнă.
Çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех, вăрман касса турттарса тухмалли задани те пулнă. Пирĕн колхозăн кашни кун 10-12 лашапа Энĕшпуç вăрманĕнчен вутă тиесе Вăрмарти «Единство» фабрикине илсе кайса задание пурнăçламалла пулнă. Фабрика снарядсемпе минăсем хумалли ещĕксем хатĕрлесе заводсене ăсатнă. Фабрикăн çÿллĕ мăрйинчен сасă (гудок) пама пĕр кубла метр вутă пĕтет тетчĕç. Хальхи пекех астăватăп: 9-мĕшпе 10-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра шкулăн хĕл каçма вутă çитменнине пула Пысăк Енккасси ялĕн тарăн çырминчи ватă йăмрасемпе хурама, вĕренесене тата ытти юрăхсăр йывăçсене вакласа алă вĕççĕн хулпуççи çине хурса е пĕчĕк çунашкасемпе илсе улăхаттăмăр. Чĕрĕ вутта типĕ вутăпа хутăштарса классене ăшăтнă. Çуллахи вăхăтсенче ял çамрăкĕ каçсерен вăйăра ташласа юрласа савăннă, кăнтăрла тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Ĕççи пуçлансан ялсенче вăйă шăпланнă, купăс сасси те илтĕнми пулнă. Уйра тырă çитĕнсе çитсен ĕççи пуçланнă. Ял халăхĕ, ватти-вĕтти пурте çурлапа тырă вырма уя тухнă, яла ватă стариксемпе кинемисем кăна юлнă. Тырă вырма каçалăк йышăнман хĕрарăмсемпе шкул ачисем кĕлте çыхнă çĕрте вăй хунă. Каç енне икĕ-виçĕ çын - çĕмел тума пĕлекенсем - çĕмелсем купаланă. Кашни çын миçе çĕмел тунине бригадир шута илнĕ, каярахпа вĕсене капана хывнă. Тырă вырса пĕтерсен хĕрарăмсемпе шкул ачисем тăпачăпа авăн çапма тытăннă. Çапнă тырăна пĕр çĕре купаласа йывăç кĕреçепе сăвăрнă, шăпăрпа шăлса тасатнă. Таса тырăна лашапа турттарса кĕлет, ампарсене вырнаçтарнă. Авăн çапас ĕçе тин кăна пĕве кĕме пуçланă хĕрупраç та хăнăхса пынă, каярахпа вăйпитти хĕрарăмсемпе танах авăн çапма хутшăннă. Çав вăхăтрах патшалăха фронт валли тырă Вăрмарти элеватора турттарнă. МТСран колхозсене молотилкăсем илсе килме пуçласан вăл пулăшнипе авăн çапнă, улăмне икшер лашапа пуслăх çыхса улăмури тунă çĕре сĕтĕрнĕ. Ку ĕçре арçын ачасем вăй хунă. Хĕрарăмсем улăмури тунă.
Патшалăха заданирен шутласа 15 процент тырă парсан, колхозниксене тырă валеçсе панă. Ялсенче колхозри ĕçсемсĕр пуçне фронтри салтаксем валли ăшă-тумтир, алсиш-нуски, тĕрлĕрен апат-çимĕç килĕрен киле пуçтарса фронта ăсатнă. Танк колонни валли укçа пуçтарнă. Патшалăхăн çар заемне те çырăнса укçине çийĕнчех тÿлесе татмалла пулнă. Ку ĕçе шкул ачисем те хутшăннă.
Вăрçă пуçлансан малтанхи вăхăтра, пирĕн çарăн тан мар çапăçура çухатусем тÿссе каялла чакма тивнĕ. Мускав патне нимĕç çарĕ çитсе тăнă. Анчах пирĕн салтаксем нимĕçсене Мускава кĕме паман, анăçалла хăваланă. Çавăн хыççăн Совет салтакĕсем çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ туса 1945 çулхи майăн 9-мĕш кунĕнче Берлинта çĕнтернĕ.
Вăрçă çухатусăр пулман, пирĕн пĕчĕк ялтан кăна 80 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 29-шĕ юнлă çапăçу хирĕнчен хăйсен тăван килне таврăнайман. 51-шĕ яла çĕнтерÿпе таврăннă, вĕсенчен чылайăшĕ инвалидсем. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн патшалăх тыл ĕçченĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă, вĕсене 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă. Çак медале илме нумай-нумай шкул ачи те тивĕçлĕ пулнă. Аслă Чакри 7 çул вĕренмелли тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă «Б» класри ачасем - тантăшсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче, тĕрлĕ специальноçпа ĕçлесе пурăнчĕç, чылайăшĕ «Ĕç ветеранĕ» медале илме тивĕçрĕç.
Шăпа. Турă çырни теççĕ халăхра. 28 вĕренекентен 24-шĕ тĕрлĕ сăлтава пула 60-70 çулсенчех çут тĕнчерен уйрăла-уйрăла пычĕç.
Сăн ÿкерчĕкри вĕренекенсенчен халĕ эпир 4 кăна пурăнатпăр: Г.Петрова Канашра пурăнать, 82 çулта. Л.Средникова, Шупашкарта тĕпленнĕ, 82 çулта. Е.Егорова, Пĕчĕк Енккасси ялĕнче пурăнать, кăçалхи июль уйăхĕнче 83 çул тултарать. Эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, 82 çул тултарнăскер, Пĕчĕк Енккасси ялĕнче. Тăватсăмăр та ĕмĕр ĕмĕрлетпĕр, тавах Турра юбилейлă Çĕнтерĕвĕн 65 çулне тулли кăмăлпа кĕтсе илме пултарнăшăн.