АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем умĕнче ĕмĕр парăмра

04 мая 2010 г.

 Ял варринче çÿллĕ палăк ларать. Ун умĕнче шурă çÿçлĕ кинеми тăрать. Вăл çак палăк çине пăхса хăйĕн юратнă мăшăрне, ывăлне, пиччĕш-шăллĕне, кÿршине аса илет. Вĕсем мар-и Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă вут-çулăмлă вăрçăра хăйсен пуçĕсене хунă; Çавсем! Çав паттăрсене чысласа лартнă та ĕнтĕ çак çÿллĕ палăка. Ун пек палăк кирек хăш ялта та пур. Тăван çĕршывăн çутă пуласлăхĕшĕн çапăçма Мăнçырма ялĕнчен тухса кайнă 426 çынран паттăрсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлнă 250 çынна ĕмĕр манманнине палăртса çĕкленĕ ăна. Тăван яла таврăнайманнисенчен 15-шĕ - ялти шкулта ĕçленĕ учительсем. Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илейменнисем, ăна нихçан та уявласа курманнисем хушшинче - Нина Капитонова, Петр Тимофеев, Валентин Казаков, Николай Андреев, Иван Кузьмуков, Василий Иванов, Елизар Яковлев, Петр Гаврилов. Вĕсен ятне ĕмĕр манăçми тăвас шухăшпа вĕсем ĕçленĕ кивĕ шкул çумĕнче 1975 çулта тепĕр палăк лартнă.

Çапла. Кашни çыннăн - хăйĕн шăпи. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çăлтăрпа танлаштараççĕ. Пĕрре пăхатăн - çăлтăр йăлкăшать, тепĕр хушăранах вăл персе анать. Çыннăн пурнăçĕ те çавнашкал. Вăрçă хирĕнчи салтак пурнăçĕ пирки вара каламалли те çук. Мĕн чухлĕ çын ĕмĕрне, çамрăкăн шăпине вăхăтсăр татмарĕ-ши вăл. 1418 талăка пынă иртнĕ хаяр вăрçă çулĕсем ĕмĕрне те халăх асĕнчен, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса тăван киле сывă таврăнма пултарнă ветерансен чĕринчен тухас çук.

Вăрçă хирĕнчен тăван яла Çĕнтерÿпе таврăннă 176 çынран халĕ пиллĕкĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - нумаях пулмасть хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă Геннадий Мефодьевич Мефодьев. Шкулта пĕрле ĕçленĕ май Геннадий Мефодьевича чĕнсе ачасемпе час-часах тĕл пулусем ирттереттĕмĕрччĕ эпир. Çавăн чухне каланă сăмахсем нихăçан та асран тухмаççĕ. «Физкультурăпа вĕрентмен, ачасемпе пĕрле кашни кунах чупман, сикмен, ирсерен гимнастика туман пулсан эпĕ çак таранччен пурăнайман пулăттăм». Çак сăмахсен чăнлăхĕ куçкĕрет. 86 çула кайнă пулсан та халĕ те вăл хĕлле йĕлтĕр çинче.

1924-мĕш çулта çуралнăскер, 7 çул тултарсан ялти шкула çÿреме пуçланă. Пуçламăш классенче вĕрентнĕ А.Васильевана С.Капитонова, З.Андреевана, 5-7 классенче класс ертÿçисем пулнă Г.Егорова, П.Николаева, П.Ялакова ăшă сăмахсемпе аса илет кайран хăй те педагог ĕçне суйласа илнĕ вăрçă ветеранĕ. Ку вăхăтра ялта вăтам шкул уçăлманнине пула пĕлÿшĕн çунакан çамрăк 1938-мĕш çулта Вăрмарти вăтам шкула 8-мĕш класа çÿреме пуçлать. 1942 çулхи август уйăхĕнче Г.Мефодьев Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче ăна Мускав облаçĕнчи Лобня поселокĕнчи пулеметпа миномет училищине вĕренме яраççĕ. 1943 çулхи март пуçламăшĕнче училищĕрен вĕренсе тухать. Çакăнтан пуçланать те вара хальлĕхе педагог пуласси çинчен шухăшлама та пултарайман çамрăкăн вăрçă хирĕнчи çулĕ. Валуйки, Курск облаçĕнчи Корочански районĕнчи Короткое ялĕ, Белгород, Харьков... 1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Харьков хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура Г.Мефодьев мина ванчăкĕ лекнипе ураран аманать. Августăн 24-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 17-мĕшĕччен госпитальте сывалать. Унтан 375-мĕш дивизин 1245-мĕш стрелоксен полкне яраççĕ. Çав çулах декабрĕн 21-мĕшĕнче пуçран снаряд ванчăкĕ лексе амантать. 1944 çулхи январĕн 3-мĕшĕччен госпитальте сывалать, вара 36-мĕш гварди стрелковăй дивизири 108-мĕш гварди стрелковăй полка яраççĕ. Г.Мефодьев артиллерист-наводчик пулса 1944 çулта августăн 24-мĕшĕнче Кишинев хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Хулашăн пынă çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Верховнăй Главнокомандующин Тав хучĕпе наградăлаççĕ, çавăн чухнех «Хăюлăхшăн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем унăн кăкăрне илем кÿре пуçлаççĕ.

Вăрçă çулĕ Венгрие илсе çитерет, Балатон кÿлли патĕнчи çапăçусене хутшăнать. 1945 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Австри çĕрĕ çинче Г.Мефодьева кăкăртан амантаççĕ. Çĕнтерÿ кунне вăл Венгрире, Кечкемет хулинчи госпитальте кĕтсе илет. 1945 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнчен Румынире Бухарест хулинче çар службине малалла тăсать, ноябрь уйăхĕнче демобилизаципе тăван яла таврăнать. Малтанах Г.Мефодьева уй-хир бригадирне лартаççĕ.

- Бригадирта ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Ĕçлекенни ватăсем, шкул ачисем, хĕрарăмсем çеçчĕ. Вăй питти арçынсем нумайăшĕ киле таврăнайман. Лашасем сахалччĕ, вăкăрсемпе ĕçленĕ. Машина-трактор таврашĕ пулман. 1946 çулта, эпĕ бригадирта ĕçленĕ вăхăтра, пĕр кун лăш курмасăр сухалакансене, акакансене пĕр стакан урпа çăнăхĕ панă, - йывăрпа аса илет ветеран.

Пултаруллă çамрăка шкул директорĕ Ю.Юрьевапа унăн заместителĕ Н.Александров асăрхаççĕ. 1947 çулхи февральтен Геннадий Мефодьевич ялти шкулта ачасене физкультура вĕрентме пуçлать.

- Манăн кĕске вăхăтра учитель ĕçне вĕренсе пырса опыт пухма тиврĕ. Ĕçе хăнăхма, унăн вăрттăнлăхĕсене алла илме мана учительсен коллективĕ пулăшу пачĕ. Çавăн пекех шкул ачисене тата ялти çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарма нумай ĕçлемелле пулчĕ. Шкул çывăхĕнче пысăк площадка çуккипе, йĕри-тавра çырма та сăрт пирки эпĕ хĕллехи спорта аталантарма тăрăшрăм. Йĕлтĕрпе ярăнасси-чупассипе, классем хушшинче тăтăшах ăмăртусем ирттернĕ. 1970-мĕш çулсенче пирĕн шкул йĕлтĕрçисем призлă вырăнсене алăран вĕçертмесĕр район кубокĕсене çĕнсе илетчĕç, - калаçăва малалла тăсать ветеран-педагог.

Чăнах та, хĕллехи спорт ку çулсенче çÿллĕ шайраччĕ. Шкул ачисем пĕр вырсарни кун та килте ларайман: кашнинчех е классем хушшинчи ăмăрту, е туслă тĕл пулу. Шкул спортзалĕнче йĕлтĕр питĕ нумайччĕ, вĕренекенсем 700 ытла ача пулнă, йĕлтĕрпе пурте усă курма пултарнă. Ăмăртусем вăхăтĕнче пĕр ачи чупса килсен тепĕрне паратчĕ, пĕр-пĕрне пулăшассинчен айккинелле пăрăнман. Физкультура урокĕсене вăл яланах уçă сывлăшра ирттеретчĕ: волейбол, футбол, мечĕке алăпа персе вылямалли ăмăртусем.

- Каçхине 22 сехетчен мечĕксем сапласа лараттăм, - тени халĕ те асăмра.

Ĕçне кура хисепĕ. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ÿт-пÿ енчен сывă та çирĕп ачасем çитĕнтерес ĕçре 38 çул çурă ырми-канми тăрăшни харама кайман. Геннадий Мефодьевич ĕçне пысăка хурса хаклани унăн нумай грамотăсемпе Тав хучĕсенчен курăнать. «Ĕçри хастарлăхшăн», «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул» çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене, I степень Отечественнăй вăрçăн орденне тата малтан асăннă наградăсене чи хаклă тупра вырăнне хурса упрать вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

26 çулхи яш çемье çавăрма вăхăт çитсен хăй пекех ĕçчен кÿршĕ ял хĕрне куç хывать. Спортпа туслă каччăна 8 çухрăмри Шăхаль ялне кашни каç чупасси те хăратмасть. 1950 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Анна Дмитриевнапа çемье çавăрать. 5 ывăл та 3 хĕре кун çути кăтартаççĕ Мефодьевсем. Анна Дмитриевна тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитичченех колхоз правленийĕнче тĕп бухгалтерта ĕçленĕ.

Аслă Мефодьевсем иртен пуçласа каçчен ĕçре пулнă пулин те, пĕчĕк Мефодьевсем çирĕп те ăслă-тăнлă пулса çитĕннĕ: малтан аслашшĕ-асламăшĕсем, кайран, ÿсерехпе, ачасем хăйсем пĕр-пĕриншĕн тăрăшнă.

Çулсем иртеççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çÿçе те кĕмĕл тĕс çапать. Сисĕнмесĕрех тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитет. 1985 çулхи август уйăхĕнче ветеран-педагог пĕчĕкрен юратса суйласа илнĕ ĕçе малалла тăсма çамрăксене шанать. 25 çул Геннадий Мефодьевич тивĕçлĕ канура. «Кану» кунĕ пĕр кун та пулин пулнă-ши унăн; Вăл яланах ĕçре, яланах хусканура. Физкультура унăн пурнăçне çеç мар, çамрăклăхне те упраса хăварать тесе калас килет хăйне сывă та тĕреклĕ туякан, çамрăк çынран пĕрре те кая мар хускануллă 86 çула çывхарса пыракан вăрçăпа ĕç ветеранĕ çине пăхсан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика