04 мая 2010 г.
Вĕрентÿ сферинчи наци проектне ăнăçлă пурнăçлама республикăра иртнĕ çулсенчех тивĕçлĕ йĕркелÿпе право условийĕсене, шкулсен çĕнĕ йышши вĕренÿпе пурлăх базине хатĕрленĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсен инноваци ĕç-хĕлĕн опытне, чи лайăх управлени тата вĕрентÿ практикисене пухнă. Пире пĕлÿ пани çеç мар, пурте паха пĕлÿ илме пултарни кирлĕ. Пултаруллă ачасемпе пур енлĕн ĕçлени - шкулсен инноваци программисене тата вĕрентекенсене пулăшмалли тытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ. Çавна май районти тĕрлĕ олимпиадăсене 2009 - 2010 вĕренÿ çулĕнче пурĕ 830 ача хутшăннă. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, чи лайăх 10 вĕренекене палăртнă. Акă вĕсем: Т.Степанова (Пысăк Енккасси шкулĕ, 10 кл.) (ÿкерчĕк çинче), С.Викторов (10 кл.), М.Егоров (11 кл.), И.Шмелева (11кл.), А.Горбунова (9 кл.), Н.Егорова (9 кл.), Э.Баданов (11кл.). Пурте Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкултан. О.Степанова (Аслă Чак шкулĕ, 9 кл.), Л.Денисова (Мăнçырма шкулĕ, 10 кл.). Нумаях пулмасть республикăра иртнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен С.Михайлова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче пултаруллă ачасен йышĕ татах та нумайланса пырасса шанатпăр.