04 мая 2010 г.
«Çĕр хут илтиччен пĕр хут кур», - тесе ахальтен каламаççĕ çав халăхра. Страус çăмарти 900 грамран пуçласа 1,5 килограмм таран тайма пултарни çинчен вуласа пĕлнĕччĕ-ха, анчах Кивĕ Вăрмарти В.Филиппов ăна редакцие илсе килсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Çавăнпа та электрон тарасапах виçсе пăхас терĕмĕр. Мĕн тетĕр - 1 килограмм та 370 грамм тайрĕ вăл (ÿкерчĕк çинче). Владимир Сергеевич çăмартана ăшаласа парас тесен те хирĕç пулмарăмăр. Çатми пĕчĕкрех пулчĕ-ши - икĕ савăта кăна вырнаçса пĕтрĕ. Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли ĕнтĕ - пĕр вăтам чăх çăмарти 65-70 грамм таять пулсан, вăл эпир куллен çиекен 20-22 çăмартапа танлашать.
В. Филиппов Африкăри хура страуссене 2006 çултах усрама пуçланă. Мускав облаçĕнчи Серпухов хули çывăхĕнчи фермăран 6 пуç - 2 аçапа 4 ама тесе илсе килнĕччĕ вăл. Анчах апла пулман иккен - аçисем йышлăрах лекнĕ, çавна пула çак кайăксем ĕрчетесси кал-кал каяйман. Халĕ Владимир Сергеевичăн хуçалăхĕнче пĕр аçапа ама. Йышĕ чакнă пулин те, шут тытнă ĕç малалла аталанас шанăç пысăк. Çакна страус ами çăмартасем тума пуçлани те çирĕплетет. Африка «хăнисене» пăхас ĕçре харсăр çынна çитĕнÿсем тума ăнăçу сунар. Çăмарти тăрă ан пултăр.