04 мая 2010 г.
«Россельхозбанк» АУО, 100 процент чухлĕ патшалăх капиталĕллĕ банк, 2010 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм çынсене паракан кредитсенчен комиссисем илессине пĕтĕмпех пăрахăçланă. Çак йышăну - халăха банкăн кредит ресурсĕсемпе усă курма анлăрах майсем туса парассипе çыхăннă мерăсемпе килĕшÿллĕн тунă утăм. Кредит заявкине пăхса тухнăшăн илекен комиссие тата кредит панăшăн пĕр хут илекен тÿлеве пăрахăçлани заемщик тăкакĕсене палăрмаллах пĕчĕклетет.
Аса илтерер: кăçал «Россельхозбанк» АУО хăйĕн кредит продукчĕсен пĕтĕм линейкипе процент виçисене икĕ хут анлăн чакарнăччĕ ĕнтĕ. 2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне банкăн кредит портфелĕ 630 млрд тенкĕрен иртнĕ.
Хальхи вăхăтра Россельхозбанк граждансене çакăн пек кредитсем парать: автокредит, «Сельская ипотека», «Потребительский», «Пенсионный», «Образовательный», уйрăм çыннăн хушма хуçалăхне аталантармалли кредит, «Надежный клиент», «Туянакан техникăна тата оборудование салука хурса паракан кредит, хушма хуçалăх тытса тăракан граждансен кредичĕсене рефинансировани тăвасси», «Газификация жилья на селе», «Инженерные коммуникации», «Садовод», «Кредитная карта».