04 мая 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне Н.Федоров Президент ертсе пынă. Унта ЧР Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен саккун, ЧР Президенчĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртмелли саккун проекчĕсене пăхса тухнă.
Политика партийĕсен ĕç-хĕлне республикăн патшалăх теле-, радиоканалĕсемпе пĕрешкел виçепе çутатмалли саккун та пулать - унăн проектне ырланă. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев республикăра çăкăр хакĕ округра чи пĕчĕккисенчен пĕри пулни пирки каланă. Строймин ертÿçи А.Гончаров ЖКХ иртнĕ хĕле аван ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Сивĕсем ытла та вăрах тăнине пула хушма газ нумай туянма тивнĕ. Ку вара - хушма тăкак, ăна саплаштарма тивĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Н.Осипова республикăн сывă пурнăç йĕркине çирĕплетмелли тĕллевлĕ программипе паллаштарнă. Çын пуçне пурăнма кирлĕ виçен кăçалхи I кварталти калăпăшне çирĕплетнĕ. Вăл иртнĕ çулăн юлашки кварталĕнчи виçерен 9 процент чухлех пысăкланнă, 4594 тенкĕпе танлашнă.
Вĕрентÿ министрĕ Г.Чернова вĕрентÿ тытăмĕнчи конкурссем пирки каласа панă.
Патшалăхăн республикăри сад-пахча тата дача пĕрлĕхĕсен çĕрĕсен кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетнĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ А.Ермолаев республика территорийĕнче уйрăммăн сыхлакан çут çанталăк территорийĕсем тăвасси пирки пĕлтернĕ. Н.Федоров çут çанталăк ресурсĕсен министрне сыхлакан лаптăксене пысăклатас енĕпе çине тăрса ĕçлеме хушнă.