30 апреля 2010 г.
Хăш-пĕр çынсем тăван ачасене алимент тÿлесрен пăрăнса çÿрени çинчен кашни хаçатрах вуласа, телевидени-радио каналĕсенчен курма-пĕлме пулать. Çак çивĕч ыйтупа «хĕрÿ линисем» те ирттереççĕ, анчах, шел пулин те, вĕсен йышĕ чакасшăнах мар. Çак кунсенче район прокуратури Вăрмар районĕнчи пĕрремĕш суд участокĕнчи миравай судья В. гражданин пирки РФ Уголовнăй кодексĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхса тухакан ĕçпе патшалăх айăплавне çирĕплетнĕ. В. гражданин, суд приставĕсем уголовнăй статьяпа явап тытма лекесси пирки пĕр хут кăна асăрхаттарман пулин те, 5 çула яхăн - 2005 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен - хăйĕн тăван ывăлне алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿренĕ. Çак хушăра унăн тĕпренчĕкĕ умĕнчи парăм 163 пин те 276 тенкĕ те 64 пуса çитнĕ. Вăрмар районĕнчи 1-мĕш суд участокĕнчи миравай судйин апрелĕн 19-мĕшĕнчи приговорĕпе çак гражданин РФ Уголовнăй кодексĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплă тесе йышăннă, обязательнăй йĕркепе ăна 100 сехет ĕçлемелле тунă.