30 апреля 2010 г.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Шупашкарта «Çĕнĕ Вăхăт» типографире Герман Николаевич Ксенофонтовăн «Чăваш Енре нумай пурăнакансем» кĕнеки кун çути курчĕ. Унта 98 çула çитнĕ тата унтан та нумайрах пурăннă тата халĕ те пурăнакан 250 яхăн ентеш çинчен статьясемпе очерксем пичетленĕ, çавăн чухлех сăн ÿкерчĕксем пур. Кĕнекене архивра упранакан документсем тата нумай пурăнакансемпе вĕсен тăванĕсем, çывăх çыннисем каласа панă тăрăх калăпланă.
Г.Ксенофонтов 1936 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Комсомольски районĕнчи Тĕвенеш ялĕнче çуралнă. 1958 çулта патшалăхăн Омскри физкультура институтĕнчен, 1969 çулта Хусанти университетăн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
1958-1969 çулсенче Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче физвоспитани енĕпе аслă преподаватель пулса ĕçленĕ.
1969-1989 çулсенче халăх судйинче, унтан Куславкка тата Шупашкар районĕсенче халăх сучĕн председателĕнче вăй хунă.
Суд системинчен кайнă хыççăн Куславккари пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта истори, правоведени тата тăван тавралăх культури предметне вĕрентнĕ.
Вăл нумай кĕнекесен авторĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ (2002 ç.). 1997 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Вăрăм ĕмĕрлисен йышне 90 çултан иртнĕ çынсене кĕртеççĕ. Ĕçпе кану, апатлану, хускану йĕркине тĕрĕс пăхăнса, организма сиен кÿрекен йăласенчен пăрăнса пурăнни ĕмĕре тăсать кăна мар, пултарулăха та ÿстерет. Паллă ăсчах И.П.Павлов çирĕплетнĕ тăрăх, çут çанталăк витĕмĕпе 100 çултан та иртме программăланă, этем хăйĕн организмне упрама тăрăшманнине пула çак вăхăтăн çуррине кăна сывлăхлăрах пурăнать.
Кĕнекере Вăрмар районĕнче нумай пурăннă, халĕ те пурăнакан 12 ентеш çинчен самаях пысăк калăпăшлă статьясемпе очерксем кĕнĕ. Вĕсен хушшинче эпир Анисия Ивановна Таратинана, Елизавета Никитична Никитинана, Петр Николаевич Моклакова (Кавал), Елизавета Николаевна Николаевана (Аслă Чак), Мавра Нестеровна Нестерована (Хĕрлĕçыр), Кирилл Николаевич Николаева (Чупай), Мария Гавриловна Гаврилована, Анастасия Герасимовна Герасимована, Акулина Ивановна Иванована (Кивĕ Вăрмар), Фелицата Гурьевна Гурьевана, Перасковья Романовна Романована (Шăхаль), Анна Сергеевна Сергеевана (Çĕнĕ Кинчер) куратпăр. Вĕсен кун-çулне тĕплĕн çырса кăтартнă. 100 çула çитсе пирĕнтен уйрăлнă тата унтан та аслăрах 24 çыннăн, 99 çула тата 98 çула çитсе вилнĕ 15 тата 20 çыннăн списокĕсене пичетленĕ. Çавсем хăш ялтан пулнине кăтартнă.
700 ытла страницăран тăракан çак паха кĕнеке биологсемшĕн, врачсемшĕн, патшалăх тата муниципаллă служащисемшĕн, шкул ачисемшĕн, студентсемшĕн, вулакансемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ. Историе пĕлнипе пĕрлех вăрăм кун-çул пурăнса ирттернĕ çынсем çинчен пĕлни те малашлăх çине урăх куçпа пăхма май парать.