30 апреля 2010 г.
Энтриялĕнчи вулавăша савăк чунлă, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, вăтанчăк та илемлĕ сăнлă ватă хĕрарăм кĕнеке вулама кулленех çÿрет. Ку вăл - Елизавета Алексеевна Алексеева. 69 çулта пулин те, кĕнеке вуламасăр пĕр кун та ирттермест.
«Кĕнекесем - манăн чи ырă та парăннă туссем. Кĕнекери тĕп сăнарсемпе эпĕ савăнатăп, вĕсемпе пĕрле хуйхăратăп. Хăш те пĕр кĕнекери пулăмсем манăн пурнăçа аса илтереççĕ. Çамрăксен юратăвĕ çинчен вуласан хамăн яшлăха, вăйăра савăннисене аса илсе савăнăç куççулĕ тухать. Пурнăçĕ пит çăмăлах килмерĕ те манăн, çапах хамăн ăраскалăма кÿренместĕп», - тесе калаçать хисеплĕ ватă.
Эпĕ, вулавăшра ĕçленĕ май, Елизавета Алексеевнана питĕ хисеплетĕп, кăмăллатăп. Хамăн анне вилни кăçал çирĕм çул çитрĕ. Çак хисеплĕ хĕрарăма анне вырăнне хурса, унпа пĕтĕм чĕрене уçса калаçатăп, вăл мана ырă сĕнÿсем парать. Хама питĕ йывăр чухне, чĕре хÿхлесе макăрнă чухне, пуçăма Лисук аппан хул пуççийĕ çине хурса лăпланас килет, анчах вăтанатăп.
Кашни çулах, çулталăк вĕçĕнче, кам миçе кĕнеке вуланине тишкерсе пăхсан, ватăсен хушшинче чи нумай кĕнеке вулакан - яланах Елизавета Алексеевна. Вăл 2009 çулта 40 кĕнеке вуланă. Кăçал виçĕ уйăх хушшинче 10 кĕнеке вулама та ĕлкĕрнĕ. Кĕнекесене тавăрса пама килсен, кашнинех çĕнĕрен тишкерсе тухатпăр, чăваш писателĕсен кĕнекисене питĕ кăмăллать Лисук аппа. «Пĕр кĕнеке те юлмарĕ пулĕ вуламанни, ĕнтĕ мĕн вулаттармаллине те пĕлместĕп сире, Лисук аппа», - тесе шÿтлетĕп те хăш чухне. «Чăваш çĕрĕ паллă писательсемпе пуян, татах çыраççĕ-ха, татах вуласчĕ-ха, пурнăçран кая юлас марччĕ-ха», - тесе çепĕççĕн кулать вулакан. Ĕнер кăна килчĕ те Юхма Мишши çырнă «Шарал» ятлă кĕнеке çинчен чунри хавхаланупа каласа пачĕ.
«Кĕнеке питĕ килĕшрĕ, хăш-пĕр страницисене вуланă чухне макăрса та илтĕм, пĕр чарăнми вуларăм, алран яма çук. Хамăрăн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕ çинчен Юхма Мишши питĕ ăнланмалла çырса панă. Çак писателĕн ытти кĕнекисем те питĕ аван вуланаççĕ, малашне те хайлавсем çырас ĕçре ăна ăнăçу сунас килет», - тесе кăмăллăн калаçрĕ Лисук аппа.