АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пинер паттăрĕсене халалласа

30 апреля 2010 г.

Журналистика каçалăкне Вăрмарта уçнă паллă ентешĕн, А.Казанов писателĕн «Пинер паттăрĕсем» кĕнекине халалласа Пинерти ял вулавăшĕнче кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Унта Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Боредская, А.Казанов çыравçă, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Васильева, 6-мĕш класс ачисем, кĕнекери тĕп сăнарсем, ял-йыш хутшăннă. Вулавăшра ятарласа «Пирĕн ентеш - паллă çыравçă» ятпа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Унпа Н.Петрова библиотекарь тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăн пекех «Пинер ялĕн çăлтăрĕсем» электронлă презентаци хатĕрленĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Васильева ялтан тухнă паллă çынсем çинчен каларĕ. Унтан «Пинер паттăрĕсем» кĕнеке авторĕ А.Казанов сăмах илчĕ. «Журналистика каçалăкне эпĕ Вăрмарта уçнă: 1958-1962 çулсенче тăван районăн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлерĕм. Хаçатра нумай-нумай колхозпа предприяти, организаципе учреждени, çын ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне çутатса кăтартнă. Паллах, хамăр ялпа унăн çыннисене халалланă тĕрленчĕк-очерксем, корреспонденцисемпе статьясем те сахал мар çырса пичетленĕ. Кайран та, «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçатсенче ĕçленĕ çулсенче, Пинерсене манăçа хăварман: яла каймассерен ентешĕмĕрсемпе - механизаторсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, учительсемпе, строительсемпе, ветерансемпе тата ытти çынсемпе тĕл пулаттăм, вĕсене сăнарласа тĕрлĕ хайлавсем çыраттăм. Темиçе çул каялла вара пуçа акă мĕнле шухăш çавăрса илчĕ: çав хайлавсене пĕрле пухса пысăках мар кĕнеке кăларма май килмĕ-ши; Çакна вара пурнăçа кĕртрĕмех», - каласа парать Аркадий Казанов. Пултаруллă çыравçă хăйĕн кĕнекери сăнарсемпе те тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнпе пĕрле çук пулин те ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Кĕнеке геройĕсем ĕçленĕ колхоз-совхоз та çук халĕ. Самана улшăнса пынă май, хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркеленсе кайрĕç. Халăх пурнăçне ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркелесе пырать. Унăн пуçлăхĕ Л.Боредская кĕнеке авторне А.Казанова тав сăмахĕ каларĕ, малашне те халăха кирлĕ кĕнекесем кăларма çирĕп сывлăх сунчĕ.

Юлашкинчен Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем кĕнекене кĕнĕ тĕрлĕ ярăмри сăвăсем каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика