30 апреля 2010 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче поселокра ятарласа райпон кĕнеке лавкки ĕçлетчĕ. Вăл Ленин урамĕнче вырнаçнă пулнă. Халĕ унта ял хуçалăхĕнче кирлĕ таварсем сутаççĕ. Мĕн тĕрлĕ кĕнеке çукчĕ пулĕ унта! Кашнинче килмессерен ку лавккаран пушă алăпа каймастăмăрччĕ. Хакĕ тĕлĕшĕнчен илес пулсан ун чухне кĕнекесем йÿнĕ пулнă. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Самани улшăннă май поселок та çĕнелсе пырать. Çĕнерен те çĕнĕ лавккасем уçăлаççĕ. Акă поселокри «МЕГА ЦЕНТРах» илер-ха. Миçе тĕрлĕ тавар сутмаççĕ-ши кунта. Пĕр лавккарах мĕн кирлине пĕтĕмпех туянса кайма пулать. Сивĕтекен оборудованисем, газ плитисем, газ хуранĕсем, умывальниксем, кĕпе çумалли машинăсем, тĕрлĕ йышши электроприборсем, кавирсем тата хуçалăхра кирлĕ ытти тĕрлĕ таварсем темĕн чухлех. Кунта кĕрсен куç-пуç алчăрса каять темелле. Нумаях пулмасть лавккан иккĕмĕш хутĕнче вара кĕнеке уйрăмĕ уçăлчĕ. Кунта кĕрсен унччен ĕçленĕ кĕнеке лавкки аса килчĕ. Мĕн тĕрлĕ литература çук-ши кунта. Çамрăк ăру валли те, аслăраххисене кăмăла каяканни те пĕтĕмпех туянма пулать. Ача-пăча кĕнекисене илемлĕ сăрăсемпе, ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Шкул ачисем валли тĕрлĕ словарьсем, вĕренÿ пособийĕсем пур. Ăста алăллисем тĕрлĕ кофта, свитер, алсиш çыхас тесен вĕсене валли те тĕрлĕ йышши кĕнекесем темĕн чухлех. Унпа пĕрлех кил хуçалăхĕнче ку е вăл япалана ăсталама вĕренес тесен сире каллех кунти кĕнекесем пулăшĕç. Çавăн пекех канцеляри таварĕсене, ача-пăчана вылямашкăн тĕрлĕ пазлăсем туянма та пулать.
«Çичĕ хут камран та пулса илтиччен, пĕрре кĕрсе курни лайăхрах», - теççĕ ватăсем. Эппин, çÿлерех асăннă лавккана çитсе курма васкăр.