30 апреля 2010 г.
"Куçа курăнакан кирек хăш япалан та чикки пур, шухăшпа пĕлĕвĕн чикки çук вара",- тенĕ чăвашсен авалхи вĕрентĕвĕнче.
Кашни çын хăйне çуратнă халăхран, хăй пурăнакан тавралăхран уйрăм пулаймасть. Кашни халăх пурнăçĕ пĕр самантлăх та тĕнчери пулăмсенчен татăлмасть. Пĕлÿ пултарулăхпа тĕнче шайне çĕкленес тесен хамăр килтен, атте-анне вĕрентничен, тăван халăх кун-çулĕнчен пуçлас пулать.
Халăхăмăртан вĕренмелли сахал мар. Чăваш халăхĕ ĕлĕк-авалтанах çĕр ĕçлеме, вылăх-чĕрлĕх ĕрчетме кăна мар, юрлама-ташлама та, сăвă-кĕвĕ калама та, юмах яма та ăста пулнă. Халăх уявĕсем те хăйне евĕр театр та. Вĕсене ирĕк те илемлĕ вырăнсенче ирттернĕ. Авалхи чăваш вăййисен асамлăхĕ такама та тыткăнлама пултарнă. Çакна ачасем патне çитерес, тăван культурăна сарас ĕçе вĕрентекенсем хĕрÿллĕ хавхаланупа туса пыраççĕ.
Асатте-асанне ырă йăли-йĕрки патне таврăнни, вĕсене аса илсе пурнăçа кĕртме тăрăшни ачасен ăс-хакăлпа шухăш-туйăмне чăвашлăх енне туртаь.
Тăван халăх культурипе, историйĕпе паллашасси, паллах харпăр хăй тăрăхĕнчен пуçланать. Хамăр патрах мĕн чухлĕ пĕлмелли, тĕпчемелли.
Ачасемшĕн халăхăн кашни йăли-йĕрки, япали, савăт-сапи - кăсăклă та паха. Вĕсем интересленсех хушнă ĕçсене пурнăçлаççĕ: килти ватăсенчен, кÿршĕ-арш.ăсенчен ыйтса пĕлеççĕ. Уйрăмах кĕçĕн тата вăтам классенчи ачасем вĕрентекен каланине ăша хываççĕ. Вĕсенче чăвашлăх туйăмĕ вăйлăн тапса тăрат. Çав туйăма уçăмлăн çиеле кăлармалла, çул памалла, аталантармалла. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Ачасене вĕрентекенĕн пĕтĕм вăйне-халне шеллемесĕр, вăхăтне тупса чăвашлăх енне туртмалла.
Хамăрăн паллă ăсчах Геннадий Никандрович Волков çапла каланă: "Темле чĕлхене те алла илме, тем те пĕлсе тĕлĕнтерме пултарать этем, анчах та тăван чĕлхене манакан - этем мар". Паянхи çамрăксем, ашшĕ-амăшĕсен ĕмĕрхи йăли-йĕркисенчен писнĕ май, наци культуринчен уйрăлса пыраççĕ, малашлăха тума кирлĕ вăй-хала çухатса пыраççĕ. Ку вăл вĕсем тăван чĕлхене маннинчен, кăмăл-сипет хакне туйма пăрахнинчен, йăх-несĕлсен ырă йăлисене вырăнсăр пăрахăçланинчен курăнать.
Хамăр ачасем умĕнче атте-анне чĕлхине чăннипех те хисепленине ĕнентермелле. Шкул тăван халăх историне, культурине уçса паракан тĕкĕр пултăр.
Халăхăмăрăн ырă йĕркисене ăша хывса ачасен тавракурăмĕ сарăлтăр, ăс-тăн çивĕчлентĕр, вĕсен шухăш-туйăмĕ ырри еннелле туртăнтăр. Пирĕн халăхăмăрăн пулни-иртнинче ырри нумай.
Пĕтĕмлетсе вара çакна каламалла: тăван халăхăн культура пуянлăхĕ иксĕлми, ăна тĕпчесе вĕреннин пĕлтерĕшĕ куç кĕретех. Çав пуянлăха илмелли çăл куçсем те нумай, халăх сăмахлăхĕ, тĕпчев ĕçĕсем, историпе культурăна çутатса паракан кĕнекесем, хаçат-журнал, музей материалĕсем тата ытти те.
Шкулта краеведени (ертÿçи - шкул директорĕ Егоров П.В.) тата Çар Мухтавĕн музейĕсем (ертÿçи-Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ И.В.Криков) пуррипе чăннипе те мухтанатпăр, унти материалсемпе ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пама тата сапăрлăх тĕллевĕсене пурнăçлама усă куратпăр. Вĕренекенсем те музейсенче иртекен уроксене хапăлларах параççĕ, вĕсене кĕтсех тăраççĕ.