30 апреля 2010 г.
Çурхи кунсем çитсен хресченĕн канăç пĕтет, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Кăçалхи çуркунне вара пушшех те яваплă темелле, мĕншĕн тесен хĕл сивĕ тăнине пула кĕркуннехи культурăсем шăнса пĕтрĕç. Вĕсен вырăнне çурхи культурăсене акма тивет. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче те кун пек тĕслĕхсем пулчĕç. Кĕрхи культурăсене 1040 гектар çинче акса хăварнă пулсан, вĕсенчен 863 гектарĕ шăнса пĕтнĕ. Хальхи вăхăтра 350 гектарĕ çинче çĕнĕрен акнă, çав шутра 104 гектар урпа, 246 гектар тулă. 177 гектар çинчи кĕрхи культурăсене апатлантарнă, нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе пĕтернĕ. 122 тонна вăрлăхлăх тырăна имçамланă. 550 гектар çинче çĕртме пуссине сÿреленĕ, акма 420 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку хуçалăхра ĕç кал-кал пулса пырать, мĕншĕн тесен хуçалăха ертсе пыракансем те уй-хиртен талмаççĕ, тăтăшах интересленсех тăраççĕ.