27 апреля 2010 г.
Çак ваттисен сăмахне çĕр ĕçченĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа ăна кашни çур куннех ăша хывса пурнăçласа пыма шутлаççĕ. Акă иртнĕ вырсарни кун Тикашри «Передовик» тулли мар яваплă обществăн членĕсем çĕнĕ участока тулă тата кĕр тыррисем çине хушса акма тытăнчĕç. Ĕç кал-кал пырать вĕсен.
- Иртнĕ çул эпир патшалăха 500 тонна паха тулă сутрăмăр. Çак культурăна кăçал та ытларах акса хăварма тăрăшатпăр, унăн лаптăкĕ 250 гектартан кая пулмасть, - тет общество пуçлăхĕ Виктор Федорович Кандаков.
Тикаш ялĕн кăнтăр енчи участокĕ çинче халĕ хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. В.Тямаков механизатор пĕр сеялкăллă агрегатпа тулă акать. С.Кандаковпа Е.Васильева сельящиксем ĕç пахалăхĕ çине тимлĕ пăхаççĕ. Тухăçлăхĕ те мĕнле ĕçленинчен килнине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине те манмаççĕ.
- Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр, - теççĕ хастар ĕçченсем.
«Иккĕмĕш çăкăра» вĕсем кăçал 45 гектар çине лартса хăварма палăртнă.