27 апреля 2010 г.
Кăнтăр районĕсенчи хуçалăхсенче ака ĕçĕсем пуçланни çинчен эпир радио, хаçат урлă пĕлетпĕр те ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхра та хăш-пĕр хуçалăхсенче çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Акас умĕн вăрлăхсене тĕрлĕ чир-чĕрсенчен имçамласа хăвармалли çинчен асăрхаттарса хăварни меллĕ пулмалла, мĕншĕн тесен вăрлăхсем çинче тĕрлĕ йышши чирсем пур, ку шутра уйрăмах хальхи вăхăтра тымара çĕртекен чирсем анлăн сарăлни палăрать. Гельминтоспориоз, фузариоз, бактериоз чирĕсемпе кĕрешме «Планриз-Ж», «Псевдобактерин-2» биологиллĕ майпа имçамсемпе усă курма юрать, енчен те вăрлăхсем вутпуççи чирĕсемпе чирленĕ пулсан, вĕсене тĕрлĕ системлă имçамсемпе «Доспех», «Премис-200», «Террасил», «Раксил» препарачĕсемпе имçамлама юрать. Паллах асăнса хăварас пулать имçамсемпе ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни кирлĕ. Вĕсемпе ĕçлекен çынсене малтанах медосмотр витĕр кăлармалла, ĕçе пуçăниччен инструктаж памалла, ятарлă журнал çине алă пустармалла. Ку ĕçсене агроном, бригадир туса пыма пултарать. Çавăн пекех имçамсемпе ĕçлекенсене ятарлă тумтирсемпе, ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле (халат, куçлăх, атă, перчетке, респиратор), ĕç вырăнĕнче яланах медицина аптечки, таса шыв, алшăлли пулмалла. Имçамсемпе ĕçлеме çул çитмен ачасене, çие юлнă хĕрарăмсене, медосмотр тухман çынсене явăçтарма юрамасть. Имçамсемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле ĕçсемшĕн хуçалăхсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем яваплă пулса тăраççĕ. Вăрлăх çине тимлĕх уйăрса вĕсене тĕрĕс имçамсемпе сиплесе, вăхăтра акса хăварсан, кайран пирĕн уй-хирсемпе анасенче таса та илемлĕ ешĕл калчасем çитĕннине курма пулĕ.