27 апреля 2010 г.
Темиçе çул каялла çакăн пек ятлă ăмăртусем пур шкулсенче те иртетчĕç, телевиденипе тăтăшах кăтартатчĕç вĕсене. Ачасене спортпа туслаштармалли чи лайăх вăйă вăл, ара, вĕсем ашшĕ-амăшĕсенчен тĕслĕх илеççĕ-çке. Çавна шута илсе те ĕнтĕ хальхинче комплекса спорта юратакан çемьесем пухăнчĕç. Акă вĕсем: Татьянăпа Андрей Голубевсем тата ывăл ачи Ваня, Светланăпа Анатолий Хованскисем тата вĕсен хĕр ачи Оля, Маринăпа Вячеслав Петровсем, ывăлĕ Николай. Паян кунта «Атте, анне тата эпĕ - спорта юратакан çемье» ăмăрту пулать. Программа питех те интереслĕ. Çемье командисем пурĕ çичĕ енĕпе ăмăртмалла. Пысăк бассейнра малтанах шывра ишессипе эстафета ăмăртăвĕ пулчĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсем 25 метра, ачисем те 25 метра ишсе тупăшрĕç. Унтан ашшĕпе амăшĕ ачисене бассейнăн пĕр пуçĕнчен тепĕр пуçне кантрапа кам хăвăртрах туртса каçарнипе ăмăртрĕç. Арçынсем бассейнра мечĕке хăйсен умĕнче хăваласа пырса хăшĕ маларах ишсе тухассипе вăй виçрĕç. Хĕрарăмсем вара шыв айĕнче хăшĕ ытларах вăхăт ларнине курма та интереслĕ пулчĕ. Ачасем шыв айĕпе хăшĕ инçерех ишме пултарнине кăтартса пачĕç. Арçынсен çурăм çинче выртакан мăшăрĕсене алăран тытса бассейнăн тепĕр пуçне, унтан ачисемпе каялла таврăнмалла пулчĕ.
Унтан командăсем пĕчĕк бассейна куçрĕç. Ашшĕпе амăшĕ алă çинче çĕклесе ачисене бассейнăн пĕр пуçĕнчен тепĕр пуçне кам хăвăртрах çитессипе тупăшрĕç. Вара ашшĕ çинче ларакан ачи бассейнра амăшĕ тытса тăракан карçинкка çине мечĕксем ывăтса кĕртмелле пулчĕ. Юлашкинчен командăсем бассейнра канат туртассипе ăмăртрĕç.
Тупăшусем питех те интереслĕ иртрĕç. Пĕрремĕш вырăна Петровсен çемйи тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна, пĕр пек очко пухса, Голубевсемпе Хованскисен çемйисем йышăнчĕç.
Ăмăртăва хутшăннă командăсене тортсемпе тивĕçтерчĕç. Чи кĕçĕн участницăна, Оля Хованскаяна, шоколад парса хавхалантарчĕç.
«Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пыни ĕçре çĕнĕ вăй-хăват хушать, хастарлăха ÿстерет, ачасем те малашне те çак йĕркене тытса пырасса шанатпăр. Сывă ÿтлĕ çыннăн шухăшĕсем те ырă пулĕç, - тулли кăмăлпа пĕлтереççĕ çемье пуçлăхĕсем.