27 апреля 2010 г.
Физкультурăпа спорт комплексĕнче уçнă бокс секцийĕн занятийĕ эрнере виçĕ хутчен пулать: тунти кун, юн кун тата эрне кун. Вăл 16 сехетре пуçланать те 17 сехет те 30 минутчен пырать. Çамрăксем кунта йышлăн çÿреççĕ, малтанах чупса е утса ÿт-пĕве çемçетеççĕ, тĕрлĕрен упражненисем тăваççĕ. Тĕрлĕ ялсенчен килеççĕ: сăмахран, Н.Ивановпа С.Игнатьев - Мăнçырмаран, А.Киреевпа А.Смирнов - Чулкасран, А.Иванов - Кивĕ Вăрмартан, И.Налимов, М.Егоров, Н.Дмитриев, Ю.Иванов Вăрмар поселокĕнчен тата ыттисем. Г.Николаев тренер вĕсемпе тухăçлă ĕçлет, кашни минутпа туллин усă курма тăрăшать, кĕрешÿ мелĕсемпе вăрттăнлăхĕсене вĕрентет. Тăрăшни сая каймасть.
Секцие çÿрекен К.Павлов кăçалхи февраль уйăхĕнче Шупашкарта 1994-1995 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн М.Степановăн призĕсене çĕнсе илессишĕн оборонăллă-массăллă уйăхлăха хутшăнса ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри уçă турнирта пысăк çитĕнÿ турĕ. 58 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
- Умра çĕнĕ ăмăртусем, - тет Геннадий Меркурьевич тренер. - Май уйăхĕнче Раççей Геройĕн Н.М.Бударинăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Çĕнĕ Шупашкарта ирттерекен республика турнирне хутшăнмалла.