27 апреля 2010 г.
Тренажер залĕнче те çын туллиех. Çамрăксемпе шкул ачисем ытларах хатĕрленеççĕ кунта. Вĕсем валли Америкăра туса кăларнă хаклă йышши комплекслă тренажерсем туяннă. Кунта çÿрекенсем И.Алешин инструкторпа кăмăллă.
- Кашни кунах 15 сехет те 30 минутра пуçтарăнатпăр. Игорь Владимирович пире тĕрлĕрен упражненисем тума хăнăхтарать, çан-çурăма, мускулсене çирĕплетме пулăшать. Ку вăл - хамăршăнах. Раççей çарне пур енлĕ аталаннă, вăйлă та кĕрнеклĕ çамрăксем кирлĕ-çке. Арçыннăн вăйлă пулмалла, хĕрсемпе хĕрарăмсем умĕнче намăса каймалла ан пултăр, - теççĕ кунта çÿрекен Геннадий Павловпа Степан Викторов.