27 апреля 2010 г.
Район центрĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçни чылай çынсемшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулчĕ. Ара, бассейнра шывра ишме вĕреннипе пĕрлех сывлăха çирĕплетмелли спортăн ытти тĕсĕсем те тухăçлă ĕçлеççĕ кунта. Тĕрлĕрен чир-чĕрпе нушаланакансемшĕн вара массаж пÿлĕмĕ уçни питех те вырăнлă пулчĕ. Комплекс администрацийĕ ку пÿлĕм валли 125 пин тенкĕ тăракан НУГА БЕСТ массажер-стимулятор, минералсенчен тăракан ăшăтакан керамикăллă мат, ÿте сăтăрса çемĕçтерме (массаж) кушетка лартса панă. Сывлăха çирĕплетме пулăшакан çак хаклă оборудованипе С.Харитонова массажистка тухăçлă усă курать. Вăл Шупашкарти медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Комплекса киличчен малтан район больницинче массажисткăра ĕçленĕ.
- Массаж тунин усси пуррине чылайăшĕ ăнланса илчĕ пулмалла. НУГА БЕСТпа усă курнă хыççăн çывăрасси лайăхланать, тахçанхи çыхланчăк хусканусем тата ыратни иртсе каяççĕ, вăй-хал тата ăс-тăн йĕркеленет, кăмăл çĕкленет. Минералсенчен тăракан ăшăтакан керамикăлла мат вăрăм хумлă инфрахĕрлĕ пайăркасем парать. Унпа сипленнĕ хыççăн сывлăх лайăхланать, организма шлаксенчен тасатать, юн пусăмĕ йĕркеленет, иммунитета ÿстерет тата ытти те. Çавăнпах пулĕ массажа килекен çынсем нумайлансах пыраççĕ. Ара, сывлăхшăн укçа шеллемелле мар ĕнтĕ, вăл чи кирли-çке, - тет Светлана Ильинична.