АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕлетке илемне сыхласа хăварасшăн

27 апреля 2010 г.

Кĕлетке илемне сыхласа хăварасшăн

«Силуэт» аэробикăпа фитнес залĕ пĕрре те пушă тăмасть.

- Фитнес секцине 50 çынна яхăн çÿрет, тăватă ушкăна пайланă, вĕсенчен чылайăшĕ аслă çулхисем, - тет И.Алешин инструктор.

Игорь Владимирович вĕсемпе тĕрлĕ упражненисем, хусканусем ирттерет.

Пĕçĕсен, купарча пиçĕлĕхне ÿстерес, вĕсене илемлетес тесен çак хусканусем тума хăнăхтарать.

- Çурăм çинче выртнă май алăсене кĕлетке çумĕпе тăсса хумалла, урасене хуçлатмалла. Пĕçĕпе купарчана çÿлелле 45 градуспа çĕклемелле, анчах çав вăхăтра ура тупанĕсене урайĕнчен илмелле мар.

- Чĕркуççи çине тăмалла, алăсене тупанĕсемпе малалла кăнтăрса çăра евĕр пĕрлештермелле. Хыçалалла черетлесе 30 тата 45 градуссемпе таймалла, çурăм çав вăхăтра тÿрĕ пулмалла.

- Тăватă ураланмалла, чĕркуççисемпе тата чавсасемпе тĕревленмелле, пуçа кăштах çÿлелле çĕклемелле, çурăма тÿрĕ тытмалла. Пĕр урана çĕклемелле. Унтан малтанхи пекех каялла хумалла. Тепĕр урапа çак хусканăвах пурнăçламалла.

Çурăм шăммине çирĕплетме, сывлăха лайăхлатма вăл çак упражненисем сĕнет.

- Урасене тăсса тÿрĕ ларăр. Сылтăм урапа сулахай чĕркуççин тепĕр енне пусăр. Кĕлеткен çÿлти пайĕпе сылтăмалла майĕпе çаврăнăр, 20 çеккунт çапла тытăнса тăмалла та, малтанхи пекех ларăр. Халĕ тепĕр урапа çак хусканăва пурнăçламалла, кĕлеткене сулахай еннелле çавăрмалла.

- Çурăм çине выртмалла, чĕркуççисене алăсемпе тытса хырăм патнелле туртмалла. Урасене хĕреслентермелле те кĕлеткепе сылтăмалла-сулахаялла ярăнмалла.

Тата ытти упражненисене те хăнăхтарать тренер. 30 минут хушши ĕçлет вăл вĕсемпе. Ун хыççăн самаях тарлама ĕлкĕрнĕ хĕрарăмсемпе хĕрсем душра çăвăнса тасалаççĕ те бассейна чăмаççĕ, шывра ишсе киленеççĕ.

Çапла эрнере тăватă хутчен заняти ирттерет Игорь Владимирович фитнес секцие çÿрекенсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика