27 апреля 2010 г.
Хăш-пĕр чухне, сайра-хутра кăна пулин те, çапла каланине илтме пулать: «Çынсем унти шыв таса мар», - теççĕ. Çакăн пек калакан çын вăл - хăй комплексра пачах та пулса курман. Вăл кунта килсе курсан çавăн пек хурласа калама унăн чĕлхи те çаврăнайман пулĕччĕ. Çапла элек сарни комплекса çÿрекенсен кăмăлне пăсать, чунне ыраттарать.
Пирĕншĕн чи кирли вăл - шыва тасатса тăракан оборудование йĕркеллĕ пăхса тăрасси. Бассейнсенчи шыв пĕр вĕçĕмсĕр 5000 литр кĕрекен икĕ савăтран насуспа уçласа фильтр витĕр тухать. Çав вăхăтра механикăлла хутăшсенчен тасатса кăларать. Шыв ăшăнса тата тасалса тăрать. Шыва дезинфекцилеме шывра ирĕлтернĕ натри гипохлоридпа «Эмовекспа» усă куратпăр. Ку препарат бактерисемпе вируссем тата кăмăскасем çине хăвăртах витĕм кÿрет. Шыва пăтранасран пулăшать. «ЭКВИ-минус» препарат шыв хытлăхне çемçетме май парать. Шыва тăрăлтараканни «Эквиталл» препарат. Çак препаратсем пурте шыва санитари требованийĕсемпе килĕшÿллĕн тытса тăма май параççĕ. Пĕчĕк бассейнра шыв температури - 30-32, пысăк бассейнра 26-29 градус таран пулать. Шыв температурине термостат тĕрĕслесе тăрать. Тасатассине тата ăшăтассине автоматсем йĕркелесе пыраççĕ. Кашни кунах ирхине тата кашни 4 сехетрен шыв тасалăхне, температурине тĕрĕслесе тăратпăр. Унсăр пуçне кашни икĕ уйăхра шыв тасалăхне тĕрĕслеме Çĕрпÿри гигиенăпа санэпиднадзор центрне тăрататпăр. Паянхи куна илсен, шыв çинче нимĕнле çитменлĕхсем те тупса палăртман. Ĕçе хăнăхса пыратпăр. Нумай çитменлĕхсене хамăрах пĕтерме пултаратпăр.