27 апреля 2010 г.
Юлашки вăхăтра радиопа та, телевиденипе те шывра ишмелли бассейнсенче тĕрлĕрен инкек-синкек сиксе тухни çинчен пĕлтерме пуçларĕç. Ку хăрушлăх пирĕн патне ан çиттĕрех. Çавна шута илсе ĕнтĕ «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн администрацийĕ ăна çветит тутарма шутларĕ.
Çак кунсенче Мăнçырма чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте ăна çветит турĕ. Ишмелли пĕчĕк тата пысăк бассейнĕсене, массаж, бокс, теннис, тренажер, атлетика гимнастикин, аэробикăпа фитнес залĕсене, хăна çурчĕн тата ытти пÿлĕмсене çветит туса тухрĕ.
- Çак илемлĕ хăтлă çурт кунта çÿрекен ватти-вĕттишĕн сывлăха çирĕплетмелли чăн-чăн вырăн пултăр, кашниех чун киленĕвне туптăр. Туслă коллектив вĕсен кăмăлне çĕклеме пултартăр, хăйсен патне илĕрттĕр. Тĕрлĕрен усал япаласемпе инкек-синкекрен Турă сыхлатăрах, - терĕ юлашкинчен Леонид атте.