27 апреля 2010 г.
Олег Николаевич Иванов 1959 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Пинер ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта вăй хума тытăнать. 1986 çулта ăна шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Часах Пинер ял Совет председателĕ пулма суйлаççĕ. Пултаруллă организатор «Чувашия» совхоз директорĕнче, «Пинер» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕнче тăрăшать. Ун хыççăн Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. 2009 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа вăл «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ. Пирĕн штатра тăман корреспондент А.Хованский унпа тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
- Олег Николаевич, 2010 çулăн пĕрремĕш кварталĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта кăтартусем еплерех пулчĕç?
- Иртнĕ çул хута янă Вăрмар поселокне илем кÿрсе ларакан «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ çынсене чăннипех те хăй патне илĕртет. Кашни кунах ирхине ирех комплекс умне шкул ачисене турттаракан автобуссем, уйрăм çынсем хăйсен машинисемпе килсе чарăнаççĕ. Комплексра ÿт-пĕве тĕрлĕ мелпе çирĕплетме май пур. Январь уйăхĕнче - 3281, февральте - 2834, март уйăхĕнче 4117 çын сывлăхне çирĕплетнĕ. пурĕ вара комплекс уçăлнăранпа пирĕн патăрта 12714 çын хăйсен вăхăтне усăллă ирттернĕ. Куратпăр ĕнтĕ, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан, спортпа кăсăкланма пуçланисен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать.
Комплекс алăкĕ ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 21 сехетчен кашни кунах уçă, тĕрлĕ секци ĕçлет, икĕ бассейн, теннис, бокс, тренажер, фитнес, массаж залĕсем пур. Унсăр пуçне çĕр каçма ултă вырăнлă хăна çурчĕ те. Буфет уçнă, спорт тата шыва кĕмелли хатĕрсем сутатпăр. Çанталăк йĕркеленсе, çĕр типсе пынă май ролик конькисене проката пама хатĕрлетпĕр.
Чылайăшĕ шывра ишме кăмăллать. Шывра ишес тесен аслисен, тĕслĕхрен, пĕр сехетшĕн - 60 тенкĕ, ачасемпе çамрăксен тата тивĕçлĕ канурисен 30 тенкĕ кăларса хумалла, сусăррисемшĕн, укçа-тенкĕ çитсе пыман, нумай ачаллă çемьесемшĕн çăмăллăх пур: вĕсене хакăн çуррине çеç тÿлеттереççĕ.
Физкультура урокĕ шучĕпе килекен шкул ачисемпе спорт шкулне çÿрекенсемшĕн тÿлевсĕр.
Шывра ишекенсен пултарулăхне ÿстерес, техникине тата вăрттăнлăхĕсене вĕрентес енĕпе ăмăртусем йĕркелетпĕр. Пĕрремĕш ăмăртăва январь уйăхĕнче «Раштав кунĕсем» ятпа ирттертĕмĕр. Унта пурĕ 14 шкул команди, 111 спортсмен тата уйрăм çынсем 38 хутшăнчĕç. Сĕтел çинчи теннис енĕпе ирттернĕ тупăшу та интереслĕ пулчĕ. Çĕршыв Хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе ар çынсемпе Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн хĕрарăмсемпе, ăмăртусем йĕркелерĕмĕр. Тинтерех кăна-ха «Атте, анне тата эпĕ - спорта юратакан çемье» девизпа ăмăрту ирттертĕмĕр. Малтанлăха тупăшăва виçĕ çемье çеç хутшăнчĕ пулин те, ÿлĕмрен ытларах хутшăнасса шанатпăр.
Комплекс уçăлнăранпа çамрăксемпе, ачасемпе танах аслисем те спортпа кăсăкланма пуçларĕç. Акă Н.Бутаева, Н.Гаврилова, Р.Куликова, Н.Васильев, Н.Алексеев, Г.Иванова пирĕн патне килмелли сукмака такăрлатма пуçларĕç. Вĕсем шыва кĕме абонемент илчĕç. Чылайăшĕ кунта çÿреме пуçланăранпа малтан аптратнă чир-чĕр халĕ нушалантарманнине пĕлтереççĕ. Пирĕн пата бассейна шыва кĕме предприятисемпе организацисенчен те, ялсенчен те çÿреççĕ.
Кăçал Учитель çулталăкĕ. Çавна май районти вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен профсоюз комитечĕпе килĕшÿ турăмăр. Бассейнра шыва кĕнĕшĕн те, фитнес тата ытти секцие çÿренĕшĕн те учительсен тăкакне профсоюз комитечĕ саплаштарать.
- Хуть те мĕнле çĕнĕ объекта комисси йышăннă хыççăн та кайран çĕнĕрен тумаллисем нумай тупăнаççĕ. Ку енĕпе эсир мĕн калама пултаратăр?
- Укçа-тенкĕ çитменнипе проектра палăртнисенчен чылайăшне туса çитереймен. Вĕсен шутĕнче сауна, пушар çинчен сасăпа пĕлтерекен тата комплексра электричество сÿнсен электричество токĕ памалли резерври установка çукки. Ку ĕçсене халĕ хамăр вăйпа тума лекет. Пÿлĕмсемпе тĕрлĕ залсем валли нимĕнле оборудовани те пулман пирки хамăрăн туянма тиврĕ. Вăл шутран, тренажер залне - 304, массаж залне - 125, хăна çуртне хута яма 45 пин тенкĕ уйăртăмăр. Генподрядчик спорт оборудованийĕ туянма 200 пин тенкĕ уйăрса пачĕ. Унпа фитнес тата теннис залĕсене хута ятăмăр. Бокс залĕ валли 20 пин тенкĕлĕх спорт япалисем туянтăмăр. Душ пÿлĕмĕнчи оборудовани юрăхсăра тухнипе, çĕннипе улăштартăмăр. Комплекс йĕри-тавра тата шалти пÿлĕмсенче мĕн пулса иртнине кăтартса тăракан курав оборудованийĕ вырнаçтартăмăр.
Комплекса тытса тăма çулталăкне 4700 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Район администрацийĕ халĕ 2298 пин тенкĕ уйăрса панă. Хамăр вăйпа 1100 пин тенкĕ пухма палăртнă.
23 çынран тăракан коллектив хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Виçĕ инструктор тĕрлĕ çултисене ушкăнсене пайласа уроксем ирттереççĕ. И.Алешин инструкторăн пуçарулăхне уйрăмах палăртмалла. Вăл комплексра яра кунĕпех ĕçлет тесен те йăнăш пулмĕ. Администраци çынсене хăйсен сывлăхне çирĕплетме анлăрах явăçтарассишĕн, çавна май тĕрлĕрен мероприятисем ытларах ирттерессишĕн тăрăшать.