АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн алăллă кукаçипе кил ăшшине упракан кукамай

23 апреля 2010 г.

«Ĕмĕр ирттересси - уй урлă каçасси мар», - теççĕ. Манăн кукамайпа кукаçи пĕрле нумай çул килĕштерсе пурăнаççĕ.

Кукамай Анук ятлă, кукаçи вара - Улатимĕр. 1970-мĕш çулта утă уйăхĕнче пĕрлешнĕ вĕсем. Хĕрĕх çул кăçал çитет иккĕшĕ çемье çавăрса икĕ ача ура çине тăратни. Ывăлпа хĕр çуратнă кукамай. Хĕрĕ - манăн анне.

Кукаçи каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем ачисене Сетнерпе Нарспи ят хурасшăн пулнă, анчах та шухăшне улăштарнă. Алексей тата Елена ят çинче чарăнса тăнă.

Аслă асанне те çак сăваплă ятсемпе килĕшнĕ, мĕншĕн тесен вăл, Турра ĕненекен çын пулнă май, ачасен çветтуйсен ячĕсемпе пĕр пек пулччăр тенĕ. Çывăх çынсен кун-çулĕ çăмăл иртмен. Вĕсен пурнăçĕ çĕршыв историйĕпе тачă çыхăннă. 1941-мĕш çулта аслă кукаçи Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тăшманпа çапăçма тухса каять, анчах та каялла таврăнаймасть. Вăрçă хирĕнче пуçне хурать. Пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерсе аслă кукамай пĕр-пĕччен ачасене ура çине тăратма вăй-хал çитерет.

Аслă асанне Энĕшпуç шкулĕнче математикăпа физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Вăхăчĕ йывăр пулнă пулин те, ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пама пултарнă вăл. Манăн кукаçин ылтăн алăсем. Тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕ калама пĕлет. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех аслă класра вĕренекен ачасене хут купăспа ташлаттарнă вăл. Кукаçи - столяр та, платник те. Çĕнĕ пÿртĕн ăш-чиккине кукаçи хăй аллипе илем кÿнĕ. Кил-çуртри сĕтел-пукана, шкафсене пĕтĕмпех вăл ăсталанă. Пÿрт алăкĕсене, чÿрече рамин хашакĕсене кукаçи хăй тунă. Унăн ырă ячĕ таврари чылай яла сарăлнă. Тăван ял, Энĕшпуç çыннисем, кÿршĕ ялсенчен те кукаçи патне алăк, сĕтел-пукан тутарма килеççĕ. Ăна алли ылтăн пулнăран пурте пĕлеççĕ. Паянхи кун та пирĕн патăртан çын татăлмасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика