АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль вĕçĕмех мала чĕнет

23 апреля 2010 г.

Мăнкун - авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Каярахпа вăл вырăссен «Пасха» уявĕпе тÿр килнĕ. Пур уявсен уявĕ çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри, уйрăмах - ачасемшĕн. Мăнкун хыççăнхи эрнесенче пур çĕрте те савăнăçпа хаваслăх хуçаланать. Çакă вара пирĕн районта та палăрчĕ. Иртнĕ кунсенче кăна-ха районти культурăпа кану центрĕнче тĕн юррисене юрлассипе «Мăнкун савăнăçĕ» фестиваль иртрĕ.

Фестивале православи культурине татах та аталантарса ярас, творчествăлла ĕçлекен вĕрентекенсен опытне сарас, ачасен пултарулăхне палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Кунта хутшăнни ачасемпе вĕрентекенсем, çавăн пекех Православи тĕнне ĕненекенсем хушшинчи туслăха татах та çирĕплетме пулăшаççĕ. Фестивале районти пур шкулсемпе ача сачĕсенчи ачасем хутшăнчĕç. Вĕсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕ залра ларакансене тыткăнларĕ, кăмăла çĕклерĕ. Фестивале ертсе пыракансем - ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕсем - Т. Гавриловапа Л. Ковалевская - хăйсен сăмахĕсемпе халăх кăмăлĕнче ырăлăх çуратрĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене Тав çырăвĕсем пачĕç. Ачасене Дипломсемпе пылак кучченеçсем парса хавхалантарчĕç.

Фестивале Шупашкарти чиркÿ настоятелĕ Гурий (Данилов) игумен уçрĕ. Унтан Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид (Еромолаев) иерей, Таса Троица тата Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир (Байгушев) протоиерей, Вăрмар район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Г.Петрова фестивале хутшăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. Ырă ĕçе ырă кăмăлпа пурнăçламаллине тата православи культурине аталантарма пурин те пĕр çын пек пулса тăрăшмаллине, «Мăнкун савăнăçĕ» фестиваль ырă сукмак хăварса малалла ăнăçлăн каясса шаннине палăртрĕç.

Мероприяти укçа-тенкĕсĕр пулманнине пурте пĕлеççĕ. Ку хутĕнче ачасене савăнăç парнелекенсем И.Афиногенов, Р.Хованская, В.Ефимова, В.Енькова, Г.Назаров предпринимательсем пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика