АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун эрнинчи чи пысăк уяв

23 апреля 2010 г.

Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем Мăнкун умĕн çичĕ эрне типĕ тытаççĕ. Аслă типĕ хăйне майлă тĕрĕслев вăхăчĕ те. Çак хушăра çынсем кĕлеткине, чунне тасатма, çылăхсене каçарттарма тăрăшаççĕ. Мăнкун умĕнхи эрнене асап эрни теççĕ. Ĕненекенсем çак хушăра Иисус Христос хĕрес çинче тÿснĕ асапсене аса илеççĕ. Этем çылăхĕсене каçарттарас тесе вăл хĕрес çинче асап тÿснĕ, хăйĕн чĕрĕлĕвĕпе çăлăнăç патне çул кăтартнă, пирĕн чунсене ĕмĕрлĕх пурнăç парнеленĕ. Кашни çул мартăн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ - аслă типĕ вăхăтĕнче килет. Çавăнпа та ăна чиркÿ чыслама хушмасть.

Мăнкун - пур уявсен уявĕ. Çак кун пĕтĕм тĕнче савăнать. Манăн вара паян сире тепĕр пысăк уяв - Хĕрарăмсен уявĕ - çинчен кăштах каласа кăтартас килет. Мăнкун хыççăнхи иккĕмĕш вырсарникун Православи тĕнне ĕненекен хĕрарăмсен праçникĕ пуçланать. Вăл вара пĕр эрнене пырать. Çак праçнике Христоса мирă çăвĕ сĕрекен хĕрарăмсене чысласа тума пуçланă.

Христоса асаплантарма тытăнсан унăн вĕренекенĕсем пурте хăраса тарса пытанса пĕтнĕ. Мирă çăвĕ сĕрекен хĕрарăмсем кăна тăрса юлнă. Христос асапланса вилнĕ хыççăн унăн ыратăвĕ кăштах та пулин çăмăллантăр тесе вĕсем мирă çăвĕ кайса сĕрер-ха тесе макăрса пынă. Анчах вĕсен хуйăхĕ савăнăçа çаврăнать. Христос чĕрĕлсе тăрсан, мирă çăвĕ сĕрекен хĕрарăмсене, пĕрремĕш курăнать.

Çак савăнăç хĕрарăмсен чĕринче ĕмĕрлĕхех çепĕçлĕх, ăшă туйăм, килĕшÿлĕх çуратать. Хĕрарăмсем çинче ытларах çемье, ачасем тытăнса тăраççĕ (ар çынсем ку сăмахсемшĕн ан çилленччĕр те), çумри мăшăрне те хĕрарăмах хавхалантарса пырать. Çак Православи праçникĕн эрни иртсе пырать пулин те, пĕтĕм хĕрарăмсене саламласа çирĕп сывлăх, чун-чĕре çураçăвĕ, иксĕлми вăй-хал тата ăнăçу сунатăп. Сирĕн çемйĕрсенче тăнăçлăх хуçалантăр, пурнăç çителĕклĕ пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика