23 апреля 2010 г.
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ар çын ачасемпе хĕр ачасем ку е вăл ыйтăва ытларах чухне хăйсем тĕллĕн татса пама тăрăшаççĕ. Вĕсен хăйсене аслă ăрурисем пек туяс кăмăл çуралать темелле. Çитĕнекен ăру хăйне активлăрах, пуçаруллăрах кăтартма тăрăшать. Çакă вара вĕсене пĕр-пĕр пĕрлешĕве пуçтарать те ĕнтĕ. Акă Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 1996 çулта «Çамрăклăх» ачасен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Кунта 94 ача çÿрет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлесси, обществăлла ĕçсене, районта, республикăра иртекен мероприятисене активлă хутшăнасси.
Хальхи вăхăтра Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пурĕ 13 кружок ĕçлет. Вĕсене 91 ача çÿрет. Кружоксене çÿрекенсенчен чылайăшĕ «Çамрăклăх» обществăлла пĕрлешĕве хутшăнакан ачасем. Ку шкулта ачасен ăс-хакăл культурине ÿстерессипе те нумай ĕçлеççĕ. «Парне-сарне» фольклор ансамблĕ чылайранпа район халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Республикăри «Пĕчĕк çеç путене» конкурсра вĕсем икĕ хутчен лауреат пулса тăнă.
Информаципе хуçаланакан тĕнче тытса тăрать, - текен каларăш паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Çавна май вĕренекенсем шкулта «Переменка» хаçат та кăлараççĕ. Çак пархатарлă ĕçе пуçарса яраканĕ вырăс чĕлхипе литератури предметне вĕрентекен С.Уливанова. Кунта ытларах ачасем шкул пурнăçне сăнлаççĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Э.Иванова, Н.Алексеева, К.Петрова, Ю.Максимова, А.Михайлов вĕренекенсем - хаçатăн редколлеги членĕсем. Пултаруллă çамрăксем хăйсен сăввисене, калавĕсене çак хаçатра пичетлеççĕ.