АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă шкулта вĕренме лайăх

23 апреля 2010 г.

Хăтлă шкулта вĕренме лайăх

Манăн сăмахăм ку хутĕнче Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пирки пырĕ. Вăл питĕ меллĕ те лайăх вырăнта вырнаçнă. Шкул хĕррипе асфальтлă çул хывнă, аякрах та мар Культура çурчĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ, райпо лавкки пур. Шкул директорĕ Галина Алексеевна Иванова каланă тăрăх, иртнĕ çул шкулăн пурлăхпа техника базине пуянлатассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Шкулăн икĕ хутĕнче те чÿрече рамисене пластик кантăксемпе улăштарнă. Ку ĕçсене пурнăçлама 1 миллион та 90 пин тенкĕ тăкакланă. Шкул столовăйне пĕтĕмпех юсаса çĕнетнĕ тата ытти чылай ĕçсем туса ирттернĕ.

Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çинчен сăмах тапратнă май, унăн историйĕ çинчен кĕскен те пулин асăнса хăварас килет. Тен, вăл пулас ăру валли те кирлĕ пулĕ.

1874 çулта Кивĕ Арапуç вулăсĕ Çĕрпÿ управине Сĕнтĕр ялĕнче шкул уçма ыйтса çыру çырса янă. Анчах та çак шкула уçма нумай вăхăт кĕтмелле пулнă. 1883 çулхи ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче ялти хресченсем ыйтнипе Сĕнтĕрте пĕр класлă шкул уçăлать. 1888 çултан ачасене Я.П.Петров священник вĕрентме тытăнать. 1902 - 1903 çулсенче шкулта 69 арçын ача тата 16 хĕр ача вĕреннĕ. Вĕсене икĕ вĕрентекен ăс панă. Шкулта хĕр ачасем валли ĕç вĕрентме классем уçса панă. 1912 çулта Сĕнтĕр шкулне С.Павлов учитель ĕçлеме килнĕ. Вăл И.Я.Яковлев патĕнче Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ.

1914 -1917 çулсенче çак шкула тытса тăма Вăрмар станцийĕнчи сĕтел-пукан фабрикин директорĕ Н.П.Курбатов пулăшнă. 1915 -1916 - мĕш вĕренÿ çулĕнче шкулта 49 чăваш тата икĕ вырăс ачи вĕреннĕ. Ачасене М.Д.Иванова учительница тата В.Краснов священник вĕрентнĕ. 1916 çулта шкулта 160 ача вĕренме тытăннă.

1982 çулта Чулкас ялĕнче çĕнĕ икĕ хутлă шкул хăпартаççĕ. Çак вăхăтра кунти вăтам шкулта пурĕ 400 ытла ача пĕлÿ пухма тытăнать. 2003 çулта ачасен йышĕ сахалланса пынипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ятне илет.

Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 14 вĕрентекен тăрăшса вăй хурать. Вĕсенчен виççĕшĕ - аслă, тăххăрĕшĕ - пĕрремĕш, иккĕшĕ II категориллĕ вĕрентекенсем шутланаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем А.Михайлова, Е.Семенова, биологипе хими учителĕ Н.Евсеева, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Уливанова, кĕçĕн классене вĕрентекенсем: Г.Иванова, С.Смирнова, А.Степанова, Т.Максимова ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн пур вăй-халпа тăрăшаççĕ. «Учитель вĕрентекен предмет - тĕллев мар, ачана специалист пек кăна мар, этем пек воспитани парса ÿстермелли, çитĕннĕ пурнăçа хатĕрлемелли инструмент», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Пирĕн пурнăçра кашнин хăйĕн вĕрентекенĕ пур, вăл ăс-хакăл пуянлăхĕпе, ăш пиллĕхĕпе, пултарулăхĕпе вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине кăларать. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енри педагогсем професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтерсе наградăсемпе премисем илеççĕ. Вăл шутра çак шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Ивановна Максимова вара «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ. Пултаруллă вĕрентекен нумаях пулмасть районта иртнĕ «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2010» конкурса та хутшăнчĕ, финала тухрĕ. «Ялсенчи шкулсен ĕçне тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ май, вĕсем вĕрентÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕ тĕлĕшĕпе те хула шкулĕсенчен кая мар», - тесе палăртнă ЧР Патшалăх Канашĕн Çырăвĕнче. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Г.Иванова директор тата вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика