АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çынна савăнтарчĕ

23 апреля 2010 г.

Чăннипех те «ылтăн алăсем» тесе калас килет Вăрмарти газ участокĕнче аварипе диспетчер службинче слесарьте ĕçлекен Николай Михайлович Мишин пирки. «Çын хăйĕн ĕçне илем кÿрет», - текен ваттисен сăмахĕ Николай Михайлович пек çынсем пирки каланăнах туйăнать. Хĕл кунĕнчи пĕр сивĕ кун вăл хăйĕн ĕçне чăннипех те яваплăха туйса пурнăçланине кăтартса пачĕ. Манăн килти газ кăмаки, малтан та чăхăмлакаласа кăна ĕçленĕскер, февраль уйăхĕнче чарăнсах ларчĕ. Ирĕксĕрех район центрĕнче вырнаçнă газ участокĕнчи аварипе диспетчер службине шăнкăравласа хамăн инкек пирки пĕлтерме тиврĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, газ хуçисем çитсе те тăчĕç. Унти Н.Мишин слесарь васкавлă пулăшури врач пекех туйăнса кайрĕ. Лăпкăн та васкамасăр калаçать. Малтан ман инкек мĕнрен килсе тухнине ыйтса пĕлчĕ, газ кăмакине тĕрĕслерĕ... Терморегулятор чăхăмланă иккен газ кăмакин. Çапла вара васкамасăр, тĕплĕн юсарĕ кăмакана. Мана, ватă çынна, савăнма нумаях та кирлĕ мар вĕт. Вăл ĕçленипе питĕ кăмăллă юлтăм. Халĕ газ кăмаки аванах ĕçлет, çавăнпа та хамăн кăмăла хаçат урлă çырса пĕлтерес терĕм. Каярахпа Н.Мишин ĕçĕ пирки ытти çынсемпе те калаçма тÿр килчĕ. Пурте ун пирки ырă сăмахсем кăна каларĕç. Кăмăлĕпе те, ĕçĕпе те çынна юрăхлă çын вăл. Çакăн пек çынсем ытларах пултăрччĕç пирĕн таврара. Николай Михайловича малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунмалли кăна юлать.

Шăхаль ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика