АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокуратура сăмахĕ тата ĕçĕ

23 апреля 2010 г.

Прокуратура - Раççей патшалăх интересĕсене, саккунлăхпа право йĕркине хÿтĕленĕ тата хÿтĕлекен тытăмсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл обществăна хумхантарнă тата хумхантаракан социаллă пурнăç, право проблемисене тишкерет.

Граждансен прависене хĕстерекен, саккунлăхпа право йĕркине пăсакан çĕрте прокурорăн сăмахĕ витĕмлĕ, кун пек чухне унăн компентентлă тата татăклă сăмахне кĕтеççĕ. Çапла вара районти халăха тăтăшах тĕрлĕрен ыйтусем кăсăклантарнине кура «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн страницисенче малашне тăтăшах прокуратура ĕçченĕсен статйисем кун çути курĕç. Хăвăр ыйтăвăрсене те хаçат урлах пама пултаратăр.

Тĕрмерен тухнă хыççăн та йĕркене пăхăнасшăн мар

Тĕрмере хăйсене лайăх тытакансене палăртнă вăхăт çитмесĕрех условнăй майпа кăлараççĕ. Йăнăш çул çине тăнине ăнланса илсе юсанма тăрăшакансем харпăр хăй килĕнче пурăнаççĕ, суд йышăнăвĕ тăрăх вĕсен вăхăтăн-вăхăтăн районти шалти ĕçсен пайне пырса палăртнă вăхăтра паллă ларттармалла. Айăпланнă срок тухиччен вĕсен палăртнă вăхăтран урама тухма юрамасть, эрех-сăра ĕçекен вырăнта пулмалла мар, çынна сиен кÿме те, кÿрентерме те юрамасть тата ытти те. Шел пулин те, хăшĕ-пĕрисем йĕркене пăсаççĕ, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ. Çавăнпа та милицин участокри уполномоченнăйĕсен профилактикăлла мероприятисене вăхăтра туса пымалла тата вĕсем патне çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла. Нумаях пулмасть районти шалти ĕçсен пайĕнче тĕрмерен вăхăт çитмесĕр условнăй майпа тухнисемпе еплерех ĕçленипе тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Йĕркене пăсма пăхакансем ĕçе вырнаçнипе е вырнаçманнипе те интересленнĕ. Участокри уполномоченнăйсен тĕрмерен тухнисене тăтăшах тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. Çĕрлехи вăхăтсенче те ятарлă тĕрĕслÿсем ирттермелле. Кăçал март уйăхĕнче иртнĕ право йĕркине сыхлакан руководительсен координациллĕ анлă ларăвĕнче условнăй майпа тухнисене ĕç вырăнĕсем тупса памалли пирки те пăхса тухнă. Тĕрĕсрех каласан, вĕсене пĕрре те куçран вĕçертмелле мар. Унта район пуçлăхĕн 2006 çулхи августăн 11-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн кун пек çынсене ĕçе вырнаçтарас пирки списока кĕртнĕ предприятисемпе организацисен руководителĕсем те хутшăннă.

Каллех эрех çинчен

Ку тема пурнăçра чи кăткăсси пулĕ тетĕп, темĕн чухлĕ каласа ăнлантарсан та, эрехпе туслашса кайнă çын, пурпĕрех аллине черкке патне тăсать. Тепĕр чухне хăй мĕн ĕçнине те ăнланмасть темелле, мĕншĕн тесен тĕрлĕрен эрех йышши шĕвексене те ĕçсе наркăмăшланать, чылай чухне пурнăçран та уйрăлать .

Районти прокуратура кун пек çынсене асăрхаса, тĕрĕслесех тăрать. Тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттерет. Иртнĕ уйăхра кăна-ха çак темăпа прокуратура çумĕнче оперативлă канашлу иртрĕ. Унта кăçалхи 2 уйăхра эрех ĕçсе тата ун йышши шĕвексемпе наркăмăшланнисене кăна 10 çынна яхăн регистрациленине пăхса тухнă. Вĕсен хушшинче вилнисем те пулнă. Çакăн пек тĕслĕхсене районти тĕп больницăра ĕçлекенсем районти шалти ĕçсен пайне вăхăтра пĕлтерсе тăманшăн çак учреждение саккуна пăхăнса ĕçлемеллине пĕлтерсе представлени тăратнă. Çавăн пекех канашлура эрех йышши шĕвексем ĕçсе наркăмăшланнине районти шалти ĕçсен пайĕн милицин обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕнче ĕçлекенсен тивĕçлипе тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика