23 апреля 2010 г.
Тавралăхра йĕрке тума вăхăт çитрĕ. Çавна май хальхи вăхăтра ял-поселок урамĕсене тасатас ĕç пырать. Районти предприятисемпе организацисем те ку енĕпе ĕçе пур хăватпа тытăнчĕç. «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕнче, «Россельхозбанк» уйрăмĕнче вăй хуракансем хăйсен территори умĕнче, воин-афганецсене асăнса лартнă палăк тавра тирпей-илем кĕртрĕç. Ялсенче те «ешĕл революци» пырать. Акă, Чупай, Аслă Чак ял тăрăхĕнче пурăнакансем ку тĕлĕшпе ятарласа субботник ирттернĕ. Чупай ял тăрăхĕнчи специалистсем, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем ялти çырма-çатрасене, урамсене ăпăр-тапăртан тасатрĕç, çул хĕрринчи çÿп-çапа михĕсем çине тиесе хучĕç. Аслă Чак ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем, культура учрежденийĕнче вăй хуракансем урамсенче выртакан тасамарлăха пуçтарчĕç, «Аслă çĕнтерĕве 55 çул» ятпа хисепленекен парк умне, ял варринче юхса выртакан çăл куçа тирпей-илем кĕртрĕç. Пухăннă ăпăр-тапăра ялти тĕп урамран Н.Григорьев хăйĕн тракторĕпе турттарса тăчĕ.