АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене çурт-йĕр

23 апреля 2010 г.

Çамрăксене çурт-йĕр

«Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проектне пурнăçлассипе пирĕн районта чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан пĕр çамрăк çемьене, ялта пурăнакан тата ĕçлекен 2 граждана (Чулкаспа Энĕшпуç ялĕсенчен) свидетельствăсем панă. Акă нумаях пулмасть Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче вăй хуракан А.Никитина «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ прогрммăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çавăрма социаллă пулăшу илмешкĕн свидетельство панă. Çак ятпа ăна Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин пай начальникĕ А.Тихонов саламланă, ăнăçу суннă.

Хальхи вăхăтра А.Никитин тăван ялĕнче икĕ хутлă капмар çурт хăпартать. «Мăшăрпа иксĕмĕр иккĕмĕш ача çут тĕнчене килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Çавăнпа та хамăр çурта хăвăртрах туса пĕтерсе пурăнма куçас тĕллевлĕ», - тет çемье пуçлăхĕ. Эппин эпир те вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанатпăр, малашне ăнăçусем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика