23 апреля 2010 г.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн «Георгий хăйăвĕ» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 9-мĕшĕччен пырать. Ку мероприяти - Раççей салтакĕн паттăрлăхне асра тытни, ăрусен çыхăнăвĕ, вăрçă хирĕсенче пуç хунă çынсене тата халĕ пурăнакан ветерансене сума суни. «Георгий хăйăвĕ», 2005 çулта «çуралнăскер», çултан-çул анлăланса, вăй илсе пырать. Пилĕк çулта акци вăхăтĕнче 55 миллион ытла хăю сарăлнă. Пĕлтĕр çак мероприятие Раççейĕн пĕтĕм регионĕ тенĕ пекех хутшăннă. Хура-хĕрлĕрех сарă хăюсене чылайăшĕ Çĕнтерÿ кунĕн символĕ вырăнне хурать, çавна май автомашина, сумка, пиншак çумне çирĕплетет. Йĕркелÿçĕсем каланă тăрăх, 2009 çулта 10 миллион ытла Георгий хайăвĕ салатнă.