АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурин çинчен те – кĕскен

23 апреля 2010 г.

Халăхпа тĕл пулса калаçас, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе уйăхсерен иртекен Пĕрлехи информаци кунне пирĕн района ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Усов, «Чăваш Республикинчи çĕр кадастр палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Т.Матвеева, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинчи надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов килсе çитнĕ. Республика тата район администрацийĕн яваплă çыннисем Арапуç, Энтрияль,Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Арапуç. ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г. Васильев район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа пĕрле Арапуç ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ю.Ивановпа тĕл пулса кунти социаллă-экономикăллă лару-тăрăва сÿтсе явнă. Çак ял тăрăхне Арапуç тата Çĕнĕ Кавал ялĕсем кĕреççĕ. Информаци кунĕнче "Теремок" ача садне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, "Çемьене тата ачасене пулăшу паракан центр" республика патшалăх учрежденине, ялти Культурăпа кану центрне, Вăрмарти почтамтăн Арапуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмне, библиотекăна, шкула, историпе краеведени музейне çитсе курнă. Автономи облаçне туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа мероприятисем, экологи субботникĕсем, "Йывăç кунĕ" ирттересси пирки, тавралăха тирпей-илем кĕртесси тавра пычĕ калаçу.

Энтрияль. Çак ял тăрăхĕнче Т.Матвеева, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, районти Патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕнчи аслă инспекторĕ И.Григорьев тата 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн инструкторĕ Т.Михайлова пулчĕç. Чи малтанах библиотекăра пуçтарăннă халăх умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев сăмах каларĕ. Сăмах юртан тасалнă çĕре тасатасси, пуçтарнă çÿп-çапа тирпейлесси, ăпăр-тапăра пухмалли ятарлă контейнерсем вырнаçтарасси пирки пулчĕ. Ял халăхĕ çитес вырсарни кун масар çинче тирпей-илем кĕртме планланă. Май уйăхĕнчен пуçласа Пăртас ялне Вăрмартан халăха турттаракан автобус çÿреме тытăнĕ. Çĕр лаптăкĕсемпе епле усă курассипе те кăсăкланчĕç çынсем. Татьяна Геннадьевна çĕрсене чылайăшĕ регистрацилесе пĕтерни çинчен каларĕ, çапах та çак ĕçе вĕçлеменнисем те пурри çинчен асăрхаттарчĕ. Çĕршĕн тÿленĕ налук укçи ял тăрăхĕн бюджетнех кĕрет, çавăнпа çĕре регистрацилемелле. Çĕр лаптăкĕ кирлĕ мар пулсан ял тăрăхĕн администрацине заявлени памалла. Леонид Иванович çур аки пуçланни пирки, юлашки 5 çул хушшинче районти ял хуçалăхĕнчи техникăн 70 процентне çĕнетни çинчен каларĕ. Ял халăхне çавăн пекех удобрени туянасси, патшалăха паракан сĕт хакне ÿстересси интереслентерчĕ. Районти Патшалăх пушар надзорĕн аслă инспекторĕ И.Григорьев пуçтарнă çÿп-çапсене çунтарнă чухне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине, ачасене çак ĕçрен хăтармаллине каларĕ.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Усов районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ. Республикăри хаçатсен тата типографисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Александр Борисович палăртнă тăрăх, республикăра тухса тăракан пичет кăларăмĕсенчен чылайăшĕ автономиллĕ учреждени пулса тăнă. Çак ĕçе тепĕр 4 хаçат кăçал вĕçлĕ. Çавăн пекех вăл хаçатсен полиграфипе дизайн тĕлĕшĕнчен мĕнлерех пулмалли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Рынок экономики пуç пулса тăнă май, паянхи хаçатсен те çĕнелсе пымалла. «Компьютер технологийĕ вăй илсе пынă чухне хаçата типографинче пичетлес ĕç майĕпен чакса пырĕ, малашлăхра ăна интернетра кăна вулăпăр. Çавăнпа та кашни хаçатăн хăйĕн сайчĕпе активлăрах ĕçлемелле, çĕнĕ хыпарсене тăтăшах вырнаçтарса тăмалла», - терĕ Александр Борисович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. Редакци ĕçченĕсен енчен те тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç. Пурин çине те вăл тĕплĕн хуравларĕ, хăй енчен коллектив умĕнче тăракан малашлăх тĕллевсене палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика