20 апреля 2010 г.
Иртнĕ çул пирĕн район çыннисемшĕн чăннипех те паллă пулчĕ. Ара, республика уявне Вăрмарта ирттерни мĕне тăрать. Нихăçан килсе курман хăна-вĕрле те ырласа пĕтерчĕ пирĕн тăрăха. Çав çуллахи ăшă та хĕвеллĕ тапхăрта урамсем, кил-çуртсем епле илемленсе ешерчĕç.
Унта та кунта чечек клумбисем куçа илĕртрĕç, чуна çĕклентерчĕç. Çак тирпей-илем çу каçипех иртен-çÿрене тыткăнларĕ, республикăри тата вырăнти влаçсем тасалăхшăн кĕрешни куç кĕрет. Çак ырă йăлана кăçал та, килес çулсенче те тытса пырсан питех те аван пулмалла. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н.Кириллов кун пирки чăваш радио хумĕсем çине тухса калаçнăччĕ. Халăхра мĕнле калаççĕ-ха: «Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан, тен...» Пĕтĕмпех вырăнти руководительсенчен килет. Хăш-пĕр районсенче, уйрăм хуçалăхсенче таврана тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем туса ирттереççĕ. Тасалăха эпир пурте юрататпăр. Шел пулин те, килти ăпăр-тапăра урам варне тухса пăрахакансен йышĕ те иксĕлмест, çÿп-çап тăкмалли вырăн инçе мар пулсан та. Хĕвел хĕртсе пăхнăран Хĕл мучи те ирĕлсе юхса кайрĕ ав. Çавна май хулăн юрпа витĕннĕ тасамарлăх çиеле сиксе тухрĕ, куçа тăрăнать. Эпир пурте тăван тăрăх илемлĕ те селĕм пултăр тесе тăрăшатпăр. Шалти чун илемлĕхне урамсемпе картишсене, пахчасене кăлармалла. Килен-каякана яланах тыткăнлатăр, ăсăмран тухман самантлăх парнелетĕр. Вара эпир чăннипех те хамăрпа-хамăр мухтанма пултаратпăр. Çĕнĕ куншăн ырă кăмăлпа савăнса ĕçе пикенĕпĕр.