20 апреля 2010 г.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - ĕçлекен çынсен хушма диспансеризацийĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ чирĕсене тупса палăртас тата вĕсене сиплес тĕлĕшпе хушма диспансеризаци ирттерме палăртнă. Вăл пирĕн патăрта 3 енлĕ иртет: пур енлĕн, планпа пăхнă тăрăх иртекен тата хушма диспансеризаци. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «2010 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, вăрçăра пуç хунисен мăшăрĕсене пур енлĕн диспансеризаци ирттересси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта кăçал 326 çын диспансеризаци витĕр тухмалла пулсан, апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне 309 çын хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ. Çакă 94,7 процентпа танлашать.
Хушма диспансеризацие 660 çын тухмалла. Ку ĕçе çитес уйăхран пурнăçа кĕртме пуçлаççĕ.
Диспансеризацире мĕн-мĕн тĕрĕслеççĕ; Флюорографи, ЭКГ, маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, шăк анализне памалла, юна анлăн тĕрĕслеççĕ: сахăр, холестерин пуррипе çуккине тата ыттине те. Çавăн пекех халăха çак специалистсем пăхаççĕ: терапевт, акушер-гинеколог, хирург, невролог, офтальмолог.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче тухнă «2010-2012 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн планпа пăхнă тăрăх иртекен диспансеризацие ĕçлемен граждансем тухаççĕ. Çак тĕрĕслÿ витĕр пурĕ 2278 çын тухмалла. Хальхи вăхăтра 275-шĕ тухнă.
Çын сывă е чирлине пĕлме 4 ушкăн палăртнă. Пĕрремĕш ушкăна сывă çынсем кĕреççĕ. Планпа пăхнă тăрăх иртекен диспансеризаци тухнисенчен 25-шне сывă тесе палăртнă. Иккĕмĕш ушкăна чирлес хăрушлăх пуррисем кĕреççĕ. Вĕсем пурĕ 2 çын. Виççĕмĕш ушкăна хушма тĕрĕслевпе сиплев кирлĕ çынсем кĕреççĕ, вĕсем пурĕ 228 çын шутланаççĕ. Стационар пулăшăвĕ кирлисем 20 çын. Медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе сиплев илес текенсем çук.
Диспансеризаци тухакан кашни çын валли сывлăх картти пуçлаççĕ, унтан, кирлĕ пулсан, татах тĕрĕслев ирттереççĕ, сиплеççĕ. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, ăна сиплеме çавăн чухлĕ çăмăлтарах пулать.
Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Ăна хăвăр упрамасан, чирлес хăрушлăх пысăк пулĕ. Ку е вăл чир шала ан кайтăр, ĕмĕр тăршшĕпех ан асаплантартăр тесен диспансеризаци вăхăтра тухни вырăнлăрах пулĕ. Ăна районти тĕп больницăн поликлиникинче тухмалла.