20 апреля 2010 г.
Хальхи вăхăтра республикăра фармацевт ĕçне юридици вăйĕнчи 100 ытла тытăм пурнăçлать, вĕсем хăйсен продукцине 500 ытла лавкка-киоскра сутаççĕ. Çавсен шутне Вăрмар райповĕн аптеки те кĕрет.
Хальхи вăхăтра пирĕн аптекăра чирлĕ çынсене сыватмашкăн 500 тĕрлĕ эмел пур. Пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ списокри эмел хатĕрĕсене çирĕплетнĕ чи пысăк виçерен хаклăрах сутмастпăр, препаратсен дефицичĕ çук. Уйрăм эмелсем тĕлĕшпе (сумамед, флуконазол, бисакодил) хаксем чи пысăк виçерен 20-30 процент чухлĕ пĕчĕкрех. Хăш-пĕр препаратсем пирĕн аптекăра йÿнĕрех те. Эпир ятарласа эмелсен списокне йĕркеленĕ. Учетра тăракан эмел препарачĕсене (психотроплă, наркотиклă тата ытти йышшисем) сутмастпăр. Анчах та ку е вăл çын хавшасан, калăпăр, сунасласан, ÿслĕк ерсен тата ытти те - пирĕн патăрта кирлĕ эмелсем туянма пулать. Çавăн пекех вируса хирĕç кĕрешекен арбидол, анаферон йышши препаратсем те пур.
Эмел хатĕрĕсен хакĕсем экономикăпа кăна çыхăнман, вĕсем халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çынсем туянакан социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ эмелсем туянма пирĕн аптекăна кунне 50-60 çын килет. Вĕсен ыйтăвĕсене эпир пĕтĕмпех тивĕçтерме тăрăшатпăр. Пĕтĕмĕшле каласан, пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ыйтăва татса пама пулăшатпăр. Пирĕн республикăра эмел препарачĕсен хакĕсем тата хушма хаксем ытти регионсемпе танлаштарсан йÿнĕрех.