20 апреля 2010 г.
Пире, аслисене, яланах вăхăт çитмест. Шел пулин те, уйрăмах ачасем валли. Пĕр япалана манатпăр эпир - ачана çуратнă пулсан, ăна кирлĕ пек пăхмалла та. Вăхăт çукки çинчен илтекен ача ют çынсенче чун ăшши шырама тытăнать. Мĕншĕн унăн кăмăлĕ пăсăлнă, кампа вăл туслă, мĕнле вăйăсем вылять - çак ыйтусене çеç памалла пек те - çук, чупатпăр, васкатпăр. Кайран вара тĕлĕнетпĕр: «Мĕн тĕрĕс мар турăмăр?» Хырăмĕ выçă мар, çĕтĕк япала тăхăнса çÿремест. Урăх мĕн кирлĕ ăна?
Ачасене вĕсемпе калаçманни, тимлеменни çитмест. Çакă вара - чи кирли. Кашни çемьерех пĕчĕкскерсемпе калаçма, ыйтса пĕлме вăхăт тупмалла. Воспитани ĕçĕ çакăнтан килет те.
Пирĕн Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма пултараççĕ: çыхма-çĕлеме, апат-çимĕç пĕçерме пĕлнине тата ытти те. Çакă ашшĕ-амăшĕсемпе ачасене çывăхлатать, чылайччен асра юлать. Пирĕн амăшĕсем чи ăслисем пулнине эпĕ тахçанах пĕлнĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартас тесе «Ушкăн валли парне - хамăр алăпа» конкурс йĕркелерĕм. Унăн тĕп тĕллевĕ амăшĕсемпе ачасене пĕрле ĕçленинче савăнăç кÿресси пулчĕ. Мероприятие вăтам ушкăнри 10 ача амăшĕ хутшăнчĕ. Вĕсем пĕр хушă ачалăх тĕнчине кĕрсе кайрĕç, ачасем вара хăйсене пысăк çынсем пек туйрĕç. Кайран «Аннесен аллисем» курав йĕркелерĕмĕр. Унпа пурте паллашма пултарчĕç. Мĕн тума кăна пĕлмеççĕ аннесем? Вика Ильинан амăшĕ çекĕлпе чечексем çыхнă, Юра Григорьевăн, Катя Николаеван, Эдик Горбуновăн амăшĕсем чустаран панно туннă. Кирилл Григорьевпа Ксюша Тимофееван амăшĕсем çемçе теттесем çĕленĕ, Настя Руссановапа Вика Васильеван - пуканесем валли тумтир, Вика Петрован амăшĕ тĕрлĕ тĕслĕ хутран чечексем хатĕрленĕ. Маттурсем - аннесем! Конкурс хыççăн вĕсене Дипломсем патăмăр. Ăсталанă япаласем халĕ ушкăн пÿлĕмĕнче упранаççĕ. Ачасем вĕсем çине ăшшăн пăхаççĕ. Ман шутпа ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕр-пĕринпе хутшăнса телейлĕ пулмалла.