20 апреля 2010 г.
Нина Александровна Калягина çак кунсенче хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Нумай çул хушши Мускав облаçĕнчи Сергиев-Посад хулинче ĕçлесе пурăннă, унтах тивĕçлĕ канăва тухнă. Акă, пĕлтĕр, чун туртнипе, хăйĕн тăван ялне таврăннă.
Н.Калягина 1935 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ - Александр Алексеевич Калягин ялти совхозра хуçалăх заведующийĕ пулнă. Амăшĕ те, Татьяна Никифоровна Калягина, совхозрах ахаль ĕçченре тăрăшнă. Йышлă çемьере ачасем ашшĕн сăмахĕнчен иртеймен, пурте унпа канашланă, хумхантарнине сÿтсе явнă. Александр Алексеевич вĕсене яланах вĕренмелли çинчен каланă. Çапла 9 ачаллă çемьере 6-шĕ аслă, пĕри вăтам пĕлÿ илнĕ. Нина та 1953 çулта Пысăк Енккассинчи вăтам шкула медальпе пĕтерет. Унтан Хусанти патшалăх университетĕнчи хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех математика предмечĕ ытларах интереслентернĕ ăна, логика тĕлĕшĕнчен шухăшламалли илĕртнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне çак предметпа экзаменра тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ Нина Александровна хăйĕн тăнĕпе чи çирĕп ыйтакан преподавателе. «Ку хĕртен çын пулать», - тенĕ çавăн чухне профессор. Паянхи кун та учительсен, преподавательсен хушамачĕ-ячĕсене ас тăвать, пурне те ырăпа кăна асăнать. Тăнĕпе уйрăлса тăракан çамрăк хĕр яланах маттуррисен шутĕнче пулнă. Иккĕмĕш курс хыççăн Нина Калягина пулас специальноç тата та анлăрах пултăр тесе Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕрет. Кунта та чи пултаруллисене кăна суйланă. 1958 çулта институт пĕтернĕ Нинăна Мускав облаçĕнчи Краснозаводскри хими заводĕнчи оборона промышленноçĕн изделийĕсене хатĕрлекен цеха мастер пулса ĕçлеме янă. Унтан Сергиев-Посад хулинчи оборона промышленноçĕ валли изделисем хатĕрлекен наукăпа тĕпчев институтĕнче малтан аслă инженер, 1976 çултан изделисем туса хатĕрлессине ертсе пыракан инженер пулса ĕçлет, ун чухне оборона промышленноçĕ валли хатĕрленĕ япаласен ячĕсем, вĕсене хатĕрлесси çирĕп вăрттăнлăхраччĕ, лабораторисене нумераципе паллă тăваттăмăр, «вĕсен тулли ятне кăтартма юраман», - аса илет Н.Калягина.
1963 çултан пуçласа пĕр чарăнмасăр ĕçленĕ вăл наукăпа тĕпчев институтĕнче. Сергиев- Посадри техникумра каçхи занятисем ирттернĕ, хими предметне вĕрентнĕ. Çак çултах (1963 ç.) Нина çар çыннине качча тухнă, вĕсен çемйинче Света хĕр çуралнă.
Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн, обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Нина Александровна. 1985 çулта «Ĕç ветеранĕ» медале илнĕ. Çавăн пекех нумай çул хушши Сергиев-Посадри ветерансен организацийĕн председателĕ те пулнă.
Паянхи куна Н.Калягина кĕнеке нумай вулать. Ялти уçă сывлăшпа киленет. Питĕ анлă тавра курăмлă хĕрарăм вăл. Чăннипех пурнăçа юратать, çынпа хутшăнма пĕлет. Çакăн пек çынсем ытларах пулччăр çĕр çинче, вара пурнăç та илемлĕрех пулĕ.
Нинăн пĕр тăванĕсем - Калягинсем - ялта пурте хисепре.