20 апреля 2010 г.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕнче налук тÿлекенсене информаципе çыхăннă çĕнĕ улшăнусем ĕçе кĕме тытăннине хаçата вулакансене пĕлтернĕччĕ.
Иртнĕ кунсенче кăна-ха çак палăртнă улшăнусене тата ытти информацисене халăх патне çитерес тĕллевпе Чăваш Республики тăрăх ĕçлекен районсем (Вăрмар, Куславкка, Красноармейски, Çĕрпÿ) хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн начальникĕ Антатолий Николаевич Кузнецов кунта ĕçлекен ытти специалистсемпе пĕрле Чупай ял тăрăхне çитсе курчĕç. Кунти специалистсемпе тĕл пулса хăйсен ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа ăнлантарчĕç, ялти лару-тăрупа паллашрĕç, налук тÿлес енĕпе парăмлă çынсем патне специалистсем килĕрен çÿресе профилактикăлла калаçусем ирттерчĕç, налука вăхăтра тÿлемеллине аса илтерчĕç. Анатолий Николаевич ялти шкулта пулса 9-мĕш класс ачисемпе тата хăш-пĕр вĕрентекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕ. Вăл та налук службинчи çĕнĕлĕхсем тата информаци сервисĕ пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вĕсен служби ачасем хушшинче налукçăсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сочиненисен конкурсне ирттересси пирки тата унăн темисемпе паллаштарчĕ. Налук службинче ĕçлес тесен ăçта вĕренме кĕме пуласси çинчен калани те ачасене интереслентерчĕ. Тĕл пулура тĕрлĕрен ыйтусене хускатрĕç.