20 апреля 2010 г.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлассипе Кĕтеснерсем малтисен йышĕнче темелле. Çур аки çывхарса пынă май, кунти фермерсем ăна тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Акă Григорий Иванович Николаева илер-ха. Вăл фермер ĕçне 1998 çултах кÿлĕннĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хăйĕнпе пĕрле Андрей ывăлне те явăçтарнă. Халĕ пултаруллă çĕр ĕçченĕсем çур акине тухма техникăна тĕрĕслеççĕ. «Иртнĕ çул çĕр улми - 20, тĕш тырă 5 гектар çинче лартса, акса туса илнĕ пулсан, кăçал тĕллевсем тата та пысăкрах», - тет Г.Николаев. Çĕр çинче ĕçлесех вĕсем çĕнĕ техника туяннă, Андрей ывăлĕ валли те капмар çурт хăпартнă. «Çĕр пире тăрантаракан», - текен ваттисен каларăшне çирĕп тытса пыраççĕ пултаруллă фермерсем.