20 апреля 2010 г.
Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче колонкăсенче шыв çукки тĕлĕнмелле япала пек, анчах хушăран ун пекки те пулать. Кивĕ Вăрмарти Уйкас, Макаркасси, Мерекасси урамĕсенче çапла пулса тухнă та. Артезиан тарасинче шыв шайĕ ÿссе кайнипе тĕпĕнчи туйăна çĕкленĕ, насуса ĕçлеми туса лартнă. Асăннă урамра пурăнакансем ĕç хыççăн туслăн пуçтарăнса хăйсен вăйĕпе насуса кăларса çĕнĕрен пуçтарнă, халĕ вăл питĕ тикĕссĕн ĕçлет. Çак ĕçре уйрăмах пуçаруллă пулнă Г.Петров, Владимирпа Виталий Эверсковсен, В.Васильев ячĕсене ырăпа асăнса хăварас килет. Çулла вара тарасана та çак урамсенче пурăнакансем хăйсен вăйĕпех туйăнран тасатма палăртаççĕ.