20 апреля 2010 г.
Чăваш Енĕн çул-йĕр хуçалăхĕнче кăçал лару-тăру çăмăл мар. Укçа-тенкĕ юсав ĕçĕсем тума кăна çитет. Кун пирки ЧР Хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров республика стратегийĕн аталанăвĕн Канашлăвĕн ларăвĕнче тухса калаçнă.
2009 çулта республикăра 58 километр тăршшĕ çул-йĕр хывнă, 35 километр юсанă. Пирĕн районпа илес пулсан, иртнĕ çул республика пĕлтерĕшлĕ çулсене - 2 километр, вырăнти çулсене 500 метр юсанă.
2010 çулта çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама федераллă бюджетран укçа-тенкĕ пăхман. Хальхи вăхăтра республикăра çул-йĕре юсассипе тăрăшса вăй хураççĕ. Райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов пĕлтернĕ тăрăх, çулсене пăхса тăма республика бюджетĕнчен пирĕн района 9 миллион та 500 пин тенкĕ уйăрнă. «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ хальхи вăхăтра республика пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре юсассипе тăрăшать.