АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăрсен йĕрĕпе

16 апреля 2010 г.

Çăлтăрсен йĕрĕпе

Космонавтсен (астронавтсен) йышĕ çулран çул ÿссе пырать. Тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ - вăхăт çын ăс-хакăлĕ ÿснĕ май тĕнче уçлăхне те тĕплĕнрех пĕлме йыхравлать ахăр. Чăваш Ен çыннисем ку енĕпе Раççейре малта пыраççĕ тени мухтанни кăна мар - чăн тĕрĕслĕх: А.Николаев, Н.Бударин, М.Манаров. Пысăках мар республикăран 3 космонавт тухни хăех чылай калать пуль. Анчах космоса космонавтсем кăна мар, çĕр çинчи техника службинче ĕçлекенсем пĕрле парăнтараççĕ. Альберт Андреевич Кугушев çинчен каласа парас килет.

Космонавтика кунĕ умĕн редакцие унăн пиччĕшĕ, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Леонид Андреевич Кугушев кĕрсе тухрĕ. Акă вăл мĕн каласа пачĕ.

- Пирĕн йăх Куславкка районĕнчи Пăрмасран тĕв илет. 1947 çулта эпир Вăрмара куçса килтĕмĕр. Альберт район центрĕнчи вăтам шкула 1959 çулта вĕренсе пĕтерчĕ, ун хыççăн Вольскри авиаципе техника училищине вĕренме кĕчĕ те 1962 çулта лейтенант званине илчĕ. Служба малтанах Белоруссире (1962-1965 ç.ç.) иртрĕ. Малалла, летчиксем пек каласан, çÿлелле ăнтăлатчĕ вăл, çавăнпа та 1965 çулта Можайский ячĕллĕ инженерипе авиацин техника академине вĕренме кĕчĕ (халĕ вăл космос çарĕсен академийĕ). Юраманах пуль ĕнтĕ - ăçта вĕреннине каламан. Çакăн пирки «Советская Чувашия» хаçатри пĕр материалтан кăна пĕлтĕм. 1972 çулта ăна Казахстанри Ленинск хулине (Байконур чĕри) яраççĕ. Диплом çине «энергетик» тесе çырнă çын - «электронщик», çыхăну енĕпе ĕçлекен лаборатори начальникĕ пулнă. Çав вăхăтра ĕнтĕ Совет Союзĕпе Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем «Аполлон-Союз» программăна пурнăçа кĕртнĕ. Халь ун пек сигарет та пур, анчах пур япала та çăмăл пулман. Куйбышевран (халĕ Самара) илсе килнĕ пĕр прибор ĕçлемен. Правительство асăннă кун ракета уçлăха тухмалли çинчен пĕлтернĕ. Çавăн чухне Альберт Андреевич хăй çине яваплăх илсе пломбăна уçать, прибора тÿрлетет. Ракета уçлăха çĕкленет, анчах унăн виççĕмĕш ступенĕ ĕçлемест. Питĕ пăшăрханать. Пĕрремĕш инфаркт та çавăн чухнех пулнă пулмалла унпа. Ятарлă комисси ирттернĕ экспертиза Альберт Андреевичăн айăпĕ пулманнине палăртнă.

Пенсие ентеш подполковник званипе тухать. Хĕç-пăшаллă Вăйсен Генеральнăй штабĕн академине те вĕренме ярасшăн пулнă ăна, анчах кăмăлĕ пулман. Ун хыççăн шăпа ăна тăван тăрăха - Шупашкара - илсе çитернĕ. Йывăр ĕç, пăшăрханни йĕр хăвармасăр иртмен. Вăйă автомачĕсен наладчикĕ пулса ĕçленĕскерĕн чĕри апрелĕн 1-мĕшĕнче тапма чарăннă. Чĕре чирĕ, шел пулин те, космонавтика ĕçĕпе çыхăннисем хушшинче анлă сарăлнă. Акă Пăртасран тухнă икĕ полковник - Михаил Иванович Шигильчевпа Юрий Александрович Некрасов (медицина службин полковникĕ) вăхăтсăрах çĕре кĕчĕç.

Çăлтăрсем патнелле çынсем çамрăкранпах туртăнма пуçлаççĕ. Чылай чухне çакă шкулти вĕрентекенсенчен те килет. Ĕмĕр тăршшĕпех Альберт Андреевич хăйĕн вĕрентекенĕсене, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ пулнă, астрономи предметне вĕрентнĕ Герман Егорович Егорова, математика учительницине Зинаида Александровна Мадянована юлашки кунччен чĕререн ырăпа аса илнĕ. Альберт Андреевич хăйĕн мăшăрĕпе, Юлия Ивановнапа, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ, Марина, Мускаври авиаци институчĕн «Космос аппарачĕсем» факультета пĕтернĕ, «Буран» тата ытти космос аппарачĕсене уçлăха ярас енĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Качча тухнă хыççăн Байконуртан урăх хулана куçса кайнă. Кĕçĕн хĕрĕ, Елена, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен (акăлчан чĕлхи) факультетне пĕтернĕ, Шупашкар хулинче пурăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика