16 апреля 2010 г.
Кашни çын пурнăçра хăйĕн ятне ырă ĕçпе çирĕплетсе хăварасшăн. Ырă ĕç тума вара ĕçе чунтан парăнни кирлĕ. Манăн хамăн чи юратнă çыннăм, ĕçе чăннипех те чунтан тăрăшса тăвакан çын çинчен кăштах çырса кăтартас килет. Ку вăл - Николай Матвеевич Иванов. Вăл Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1951-мĕш çулта йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйинче 8 ача пулнă: 7 ывăл та 1 хĕр. Манăн кукаçи çемьере 6-мĕш ача пулнă. Ашшĕ, Матвей Иванович Иванов, ялти сумлă çын, чылай çулсем ял Совечĕн председателĕ пулса ĕçленĕскер, ывăлĕсене те тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Коля ывăлĕ вара мĕн пĕчĕкрен шофер профессине килĕштернĕскер, ÿссе çитсен те çав ĕçпех ĕçлеме пуçлать. Мĕн паянхи кунчченех вăл Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче автобус водителĕ пулса ĕçлет. Çак ĕçре вăл 35 çул тăрăшать. Çынсем тутлă ыйхăра чухне унăн ĕç кунĕ пуçланать те каçхине сакăр сехетре тин вĕçленет. Вăл йĕркеллĕ канса та ĕлкĕреймест пулĕ. Кукаçи кашни кун автобуспа пассажирсене тĕрлĕ ялсене илсе çитерет.
Тата манăн кукаçи питĕ хисеплĕ çын. Аварисĕр ĕçленĕшĕн ăна темиçе Хисеп хучĕ те панă. Ахальтен каламаççĕ-ха ваттисем «Ĕçне кура хисепĕ», - тесе. Эпĕ хамăн кукаçине питĕ юрататăп. Ăна яланах пулăшатăп.
Çемьере те кукаçи питĕ ырă кăмăллă та сăпайлă. Вĕсем кукамайпа 2 хĕр пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Асли, Оля, бухгалтерта тăрăшать, кĕçĕнни, Наташа, учительница профессине алла илнĕ. Мăнукĕсем кукаçин иккĕ, вĕсемпе вăл чунтан хĕпĕртет. Эпĕ хам та кукаçине яланах хамăн вĕренÿри çитĕнÿсемпе савăнтарма тăрăшатăп. Манăн дневникри «5» паллăсене çеç курсан вара вăл мана яланах малашне те тăрăшса вĕренме ырă сунать.
Кивĕ Вăрмар шкулĕ.