АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çын ырă ята тивĕç

16 апреля 2010 г.

Ырă çын ырă ята тивĕç

«Çынна ырă ту, хăвна ырă пулĕ», - текен ваттисен сăмахĕнчи ăслă шухăшпа пуçлас килет манăн хамăн сăмаха Мăнçырмара пурăнакан Зоя Даниловна Илларионова çинчен, мĕншĕн тесен унăн сăнарĕпе калăпланă тейĕн ăна.

Зоя Даниловна 1947 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Данил Николаевичпа Фекла Ивановна Николаевсен йышлă ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш ача вăл. Аслисем - пиччĕшĕпе икĕ аппăшĕ, кĕçĕннисем - икĕ шăллĕпе йăмăкĕ уншăн чи хаклă çынсем. Çичĕ тăванран пиллĕкĕшĕ аслă, иккĕшĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ.

Мĕн пĕчĕкрен учитель пулас ĕмĕтпе ÿснĕ Зоя. Мăнçырмари вăтам шкулта 10 класс вĕренсе пĕтерсенех, 1965 çулта тăван шкулта вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнра воспитатель пулса сукмаклама пуçлать вăл 45 çула тăсăлакан пĕлÿ тĕнчинчи ĕçĕн анлă çулне.

Зоя Даниловна хăй те ĕнерхи шкул ачи пулни паянхи вĕренекенсене ăнланма, вĕсемпе пĕр шухăшлă пулма, ĕнер хăйне вĕрентнĕ учительсем уншăн чăн-чăн юлташсем пулса пулăшса пыни шкул пурнăçĕнче пĕрремĕш кунтанах вĕрентÿ ĕçне юратма, çитĕнÿсем тума май панă.

1966-1973 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультечĕн вырăс тата чăваш чĕлхипе литература уйрăмне тĕп ĕçрен уйрăлмасăр вĕренсе пĕтерет. 1970-мĕш çулта ĕç кĕнеки çине чăваш чĕлхипе вĕрентекене куçарнине пĕлтерекен приказа çырса хунă хыççăн пĕр улшăнмасăр 40 çул вăй хурать.

Пуçланать те ĕнтĕ унăн пĕр канăçсăр та интереслĕ шкул пурнăçĕ чăннипех тепĕр хут. Тĕп уроксемсĕр пуçне класс тулашĕнче ирттерекен тĕрлĕ мероприятисем: конкурссем, викторинăсем, олимпиадăсем, вулав каçĕсем, тĕпчев ĕçĕсем, экскурсисем, çул çÿревсем ачасен тавра курăмне, пĕлĕвне ÿстереççĕ, туслăхне çирĕплетеççĕ.

Ахальтен мар унăн ĕç кĕнекинче çитĕнÿсемшĕн панă наградăсемпе Тав хучĕсене çырса хума страница та çитмест. Вĕрентÿ ĕçне хакланисем - 23, историпе тавра пĕлÿ тĕпчевĕсемшĕн - 5, ял, район, республика, Раççей шайĕнче ирттерекен обществăлла ĕçсемшĕн панисем - 10. «Тантăш» хаçат грамотисем - 3. Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчи хĕрарăмсен Канашне хастар ертсе пырать. 1986-мĕш çултах унăн ăсталăхĕпе пултарулăхне РСФСР Çут ĕç Министерствин Хисеп Грамотипе чысланă. 1999 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 1988 çулта «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. 2009 çултанпа Мускаври «Сентябрĕн 1-мĕшĕ» педагогика клубĕн членĕ.

Акă 2007 çул. Каллех çитĕнÿ. Республикăра ирттерекен «Çамрăксен чи лайăх наставникĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет пурнăçри çĕнĕлĕхрен юлма пĕлмен Зоя Даниловна.

Миçе çĕр ача юратса пăхман-ши ăна куçран, кама савăнтарман-ши вăл вĕсене çур сăмахранах ăнланса, кам ĕмĕтленмен-ши ун пек пулма; Çак шухăшпах нумай вĕренекен Зоя Даниловна çулне суйласа илнĕ. Юратнă учитель-наставникран паха опыт илнĕ 18 пулас педагог. Т.Цыркунова кунтах ĕçлеме юлса хăйне вĕрентекенĕн шанчăкне тÿрре кăларать.

Вĕсен шутĕнче учительсем çеç мар, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче преподаватель пулса ĕçлекен Т.Денисова доцент, А.Ахвандерова (Синичкина) филологи наукисен кандидачĕсем те пур.

Шкул сакки çинче чухнех куç хывать сăпайлă та сумлă хĕре тин çеç Тинĕс Çар флотĕнчен таврăннă ял каччи. Çап-çамрăк хĕрпе 1966 çулта Василий Илларионович Илларионов çемье çавăраççĕ. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе те килĕштерсе пурăнса 3 хĕр çитĕнтерсе çунат параççĕ.

Асли, Наталья, ЧППУ чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ, Çĕнĕ Шупашкарта миграци службин пайĕнче аслă инспектор пулса ĕçлет. Мăшăрĕпе, Юрий Николаевичпа, пĕр ача çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ, Светлана, ЧР Президенчĕн 2010 çулхи стипендиачĕ, Шупашкарти коопераци институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет.

Вăталăх хĕрĕ, Татьяна, ЧПУн хими факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпа Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче инженерта вăй хурать. Владимир Николаевичпа иккĕшĕ 2 хĕре пурнăç парнеленĕ. Сашăпа Лера Çĕнĕ Шупашкарти улттăмĕш номерлĕ гимназире 5-мĕш тата 1-мĕш классенче вĕренеççĕ.

Кĕçĕнни, Оксана, Мускаври университетăн Шупашкарти филиалĕн экономика тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕсене вĕренсе пĕтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти шалти ĕçсен пайĕнче патрульпе пост службин милиционерĕ пулса ĕçлет. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.

Канмалли тата çуллахи кунсене Зоя Даниловна чăтăмсăррăн кĕтет, мĕншĕн тесен çав вăхăтсенче ытти чухне ытла та шăп ларакан кил хаваслă ача-пăча сассипе тулать.

Зоя Даниловна çине пăхсан кунран-кун çамрăкланса пынă пек туйăнать. ватăлма вăхăт çук унăн. Паянхи кун та вăл ĕçе хастар чупать. Килти хуçалăха пĕччен тытса пырать. Шел, мăшăрĕ Василий çемьерен 6 çул каялла йывăр чирленĕ хыççăн вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ялти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ вăл. Кунта та лăпкă лармасть ĕçчен хĕрарăм. Тĕрлĕ ĕçсем: «Эх, хуняма, хуняма» конкурс, уяв концерчĕсем, тĕл пулусем. Çулсерен йăлана кĕнĕ ваттисен кунне хатĕрленсе ирттерме пулăшать. Час-часах Шупашкарти театрсене илсе çÿрет вăл ялти спектакле пăхма тата юрă-ташă ăстисене килĕштерекенсене. Нумай тĕрлĕ обществăлла ĕçсемпе мероприятисене хутшăннипе пĕрлех 2005 çултанпа ял тăрăхĕн депутачĕн тивĕçĕсене те чыслăн пурнăçласа пырать.

Ял халăхĕн, уйрăм çынсен пурнăçĕ те кăсăклантарать ăна. «Хĕрлĕ ялав» хаçата статьясем çырсах мĕн тери ырă та пархатарлă ĕç тăвать. Район хаçачĕпе çеç мар, «Хыпар», «Тантăш» хаçатсемпе те тачă çыхăну тытать. Ял ĕçченĕсен пурнăçне тишкерсе, курса вĕсем çинчен хаçата çырса çынсене асамлă вăй хушать, пурнăçра ыррине кăна тăвасчĕ текен кăмăла çĕклет. Пĕрре те ÿркенмест, йывăрлăхран нимĕн чухлĕ те хăрамасть, пурне те ĕлкĕрет, кÿршĕ-аршăпа пĕр çемьери пек пурăнать, ĕçтешсем пулнă ветеран-педагогсемпе унăн хушшинче хуçаланакан туслăха ăмсанмалла çеç.

Зоя Даниловна тăвакан ĕçсен пахалăхне, унăн кăмăл-сипет пуянлăхне, пурнăçа юратнине нимĕнпе виçме те, танлаштарма та çук. Ăçтан çавăн чухлĕ çирĕп, вашават, пултаруллă, çав вăхăтрах çепĕç, сăпайлă та ăслă çын пулма пултарать? Тен, çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннăçемĕн вăй илсе чĕрĕлнĕ вăхăтра çуралнăран? Ятне те ашшĕпе амăшĕ пĕлсе хунă. Зоя - грек чĕлхинчен куçарсан «Пурнăç» тенине пĕлтерет. Лăпкă, ĕмĕтленекен çын. Çак енсем ăна нумай çынпа пĕр чĕлхе тупма пулăшаççĕ. Пурнăçăн кирек хăш пăрăнчăкне те Турă çапла çырнă тесе йышăнать те лăпкăнах çураçать. Хисеплĕ те сумлă çын Зоя Даниловна ачисемпе ял-йыш умĕнче. Çамрăксемшĕн чи паха тĕслĕх вăл - ырă ята чăннипех тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика