АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туса ирттернине тишкернĕ

16 апреля 2010 г.

Районти лăпкăлăх, йĕрке милици сотрудникĕсенчен нумай килет. Мĕнле ĕçсем туса ирттереççĕ-ха пире сыхлассипе районти шалти ĕçсен пайĕнчи сотрудниксем. Сăмахран, 2010 çулхи мартăн 20-мĕшĕ тĕлне кунта 77 ĕçчен вăй хурать. Иртнĕ кунсенче 2010 çулхи январт-март уйăхĕсенче туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Лару-тăрупа районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ И.Константинов подполковник тата пайсен пуçлăхĕсем паллаштарчĕç. Кунта çавăн пекех райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ, организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, ЧР ШĔМ инспекци начальникĕ Н.Ефремов, район прокурорĕ Е.Краснов хутшăннă.

2010 çулхи январь-март уйăхĕсенче районта преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 50,5 процент чакнă, вĕсенчен 87,9 процентне уçса палăртнă. Çапла 10 пин çын пуçне 17,2 преступлени килет. Дежурнăй чаçĕн тата «Шырав» ушкăнăн тĕп тĕллевĕ - преступлени çинчен пĕлтерсен ăна çийĕнчех уçса палăртасси. Çÿлерех кăтартнă тапхăрта пурĕ 66 преступлени регистрациленĕ, вĕсенчен 61 уçса палăртнă. Криминаллă милици тĕпчекен 29 уголовнăй ĕçрен 12-не оперативлă майпа тĕпченĕ. Наркотиксемпе çыхăннă пĕр усал ĕçе те учета илмен. Ку савăнтарать. Экономика енĕпе тунă 2 преступлени тупса палăртнă. Кăçалхи çул районти шалти ĕçсен пайĕ пĕр преступнике те шырава паман. Пĕлтĕр шыранă 5 преступникрен 4-шне тупнă. Следстви пайĕ 17 уголовнăй ĕç пăхса тухнă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 22). Çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн милицин уполномоченнăй участковăйĕсем те усал ĕçсенчен сыхланас тĕлĕшпе, йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртассипе те чылай ĕç туса ирттереççĕ. Отчетлă тапхăрта участковăйсем 147 заявлени пăхса тухнă (пĕлтер çак вăхăтра - 139). Лару-тăрăва йĕркере тытас, преступленисене профилактикăлас тĕллевпе милицин уполномоченнăй участковăйсен служби пурĕ 395 протокол хатĕрленĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтра - 467), 10 преступлени уçса палăртнă.

Январь-март уйăхĕсенче çул çитмен ачасем хушшинче йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе кирлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Çул çитмен ачасен комиссийĕ 6 заседани ирттернĕ. 2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти çул çитмен ачасен комиссийĕнче учетра çул çитмен 40 ача тăрать. Профилактика ĕçĕсем ирттернĕ вăхăтра иккĕшне учетран кăларнă. 2010 çулхи пĕрремĕш кварталта 9 ашшĕ-амăшне хăйсен çул çитмен ачисене тивĕçлĕ пăхманнине пула учета тăратнă. Шел пулин те, районта ăнăçсăр çемйесен шучĕ ÿссе пырать, вĕсенче çителĕксĕр пурнăçпа пурăнаççĕ. Комисси членĕсем май çитнĕ таран çакăн пек çемйери ачасене интернат-шкулсене, çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕсене, ятарлă вĕренÿ заведенийĕсене вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Акă кăçалхи 3 уйăх хушшинче çул çитмен 8 ачана Арапуçĕнчи «Çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти Центр» республикăри патшалăх учрежденине (малтанхи реабилитаци центрĕ) вырнаçтарнă.

Шалти ĕçсен пайĕнчи пур подразделени те эрех туса илессине, ăна сутассине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Ку енĕпе районти Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем 8 администраци протоколĕ йĕркеленĕ, 35000 тенкĕлĕх штрафланă. Январь-март уйăхĕсенче Вăрмар район территорийĕнче çул-йĕр çинче 5 авари пулса иртнĕ, юрать-ха, вĕсенче пĕринче те çын пурнăçĕ татăлман. Çак тапхăрта ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр çинче правилăсене пăснă 452 пулăм палăртнă, вĕсенчен 10-шĕ водительсем руль умне ÿсĕр кĕрсе ларнипе пулнă.

Пĕтĕмĕшле каласан, 2010 çулхи пĕрремĕш кварталта Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем преступниксемпе кĕрешес, йĕркене пăсассине профилактикăлас, хăрушсăрлăха сыхлас тĕлĕшпе калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика