16 апреля 2010 г.
Пирĕн республикăра ÿсĕме вăй паракан пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама кирлĕ условисем туса хунă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене патшалăх енчен пулăшмалли механизмсем йĕркеленĕ. Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать.
Унпа пĕрлех социаллă объектсем тăвассин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Сăмахран, поселокра хута каймалли объектсенчен пĕри - чукун çул вокзалĕ. Ăна 2008 çулта «СУОР» тулли мар яваплă общество хăпартма тытăннă. Кăçалхи çул тĕлне кунта чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Ăна тул енчен илем кĕртнĕ. Халĕ шал енче отделка ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Ен Правительстви чукун çул вокзалне тума укçа-тенкĕ уйăрассине хăй çине илнĕ. Вĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Проектпа палăртнă тăрăх, кунта 2 касса, станци начальникĕн ĕç пÿлĕмĕ, пассажирсем кĕтсе ларакан зал, пĕчĕк ачапа амăшĕн пÿлĕмĕ, буфет пулмалла. Чукун çулăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 243 тăваткал метрпа танлашать. Райадминистрацин строительство тата общество инфратытăмĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов палăртнă тăрăх, кăçал Республика кунĕ тĕлне асăннă объекта хута ямалла. Çавна май çитес вăхăтра чукун çул вокзалĕ тавра тирпей-илем кĕртмелле, тротуарсем сармалла тата перрон тумалла.
Çак ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçламалла. «СУОР» тулли мар яваплă обществăра вăй хуракансем çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕçсем кал-кал пыраççĕ.